Шырав
Шырав ĕçĕ:
Следователь сӑнӗнче иккӗленӳлӗх палӑрнине кура, Ваҫиле хӑюллӑн малалла тӑсрӗ:
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Мероприяти ачасем суйлав пирки нумай ыйтусенче палӑрнине, ҫак тема вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнине кӑтартса панӑ.
Эпир - пулас суйлавҫӑсем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... em-3425356
2023 ҫулта пӗрремӗш ҫур ҫуллӑхра регионӑн кӑтартӑвӗсем питӗ лайӑх тесе тепӗр хут ҫирӗплетнӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика министрӗ Дмитрий Краснов, макроэкономика индикаторӗсем чылай ӳсӗмпе палӑрнине асӑннӑ вӑл.
Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e
Асӑннӑ тӗпчев ӗҫӗнче туйӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче тата вырӑнӗнче (туй пуҫламӑшӗнче, туй ӑсаннӑ чухне, тепӗр ҫурта каҫнӑ чух, урамра, ҫӗнӗ хӑта ҫурчӗн хапхи умӗнче) юрлакан юрӑсенче вырӑнти калаҫу чӗлхи епле палӑрнине сӑнанӑ.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Эпӗ йӗри-тавра пӑхкаларӑм та пӗр енче йывӑҫсем хушшипе ҫутӑ палӑрнине куртӑм.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Вӗсенче мӑнкӑмӑллӑх-и е ҫынна пӑхӑнманлӑх текенни палӑрнине сисрӗм.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Каҫхине Ҫтаппанран маларах выртнӑ Татьяна ыйхинчен вӑранса куҫне уҫрӗ те, шурӑмпуҫ ҫути палӑрнине курса, вырӑн ҫинчен тӑчӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Сайта хатӗрлекенсем, ӑна хыпарсемпе тивӗҫтерсе тӑракансем Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пысӑк ҫитӗнӳсемпе пӗрре мар палӑрнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗ 25 ҫул тултарнине палӑртрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... ale-25-cul
Тытасран хӑтӑлса юлса Гимнаст, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ май, пульлисене тӑватӑ хутчен ывӑтрӗ, ҫак самантсенче кашнинчех хыҫалта вилесле аптӑравлӑх палӑрнине туять.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Ҫынсен шыҫса кайнӑ пичӗсем этемле хуйхӑпа тулнине, куҫӗсенче кӳренӳпе хаярлӑх палӑрнине курсан, эпӗ праҫникри пек савӑнаттӑм та — «халӑх хушшинче ӗҫлетӗп», ӑна «ҫутта кӑларатӑп» тесе мӑнкӑмӑлланса шухӑшлаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унта хальхинче Чӑваш Республики пысӑк результатпа палӑрнине каланӑ.Там было отмечено, что Чувашская Республика отличилась высоким результатом.
Кану кунӗсенче пӗлӗве тӗрӗслеҫҫӗ // А.Сусметова. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 3 с.
Дзюба тем пек сыхланать пулин те, Кларк унӑн сӑн-питӗнче, вӑл пӑхнинче мӗн палӑрнине туйса илчӗ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кайран, вӗсен ҫывӑхӗнче ҫак самантра пулнисем, легендарлӑ генералӑн тӗксӗм, кӑмӑлсӑр пичӗ ҫинче чӑн-чӑн аттенни евӗр хаваслӑх палӑрнине курни ҫинчен каласа панӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Вӑл ҫыннӑн сӑн-питӗнче ҫавнашкал асапланни палӑрнине ӗмӗрте те курман, тен, ун пеккине вӑл Ливорнӑра сад хапхи патӗнче Монтанеллипе тӑнӑ вӑхӑтра ҫеҫ курнӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хӑй пианино каланӑ чухне ывӑлӗн пичӗ ҫинче чун ыратни палӑрнине аса илчӗ вӑл, унӑн куҫӗсенчен вӗри куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ, кӗҫ-вӗҫ ӳлесе йӗрсе ярасран хӑйне хӑй аран тытса чарчӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Хӑйне кам та пулин пӑрахсан, ун пек хуйхӑ кашни хӗрарӑмӑнах пулать, — терӗ ҫирӗппӗн Лена малтанхи пекех лӑпкӑ сасӑпа; Воропаев унӑн кӑмӑлӗнче темле ҫӗнӗ япала палӑрнине сисрӗ; ку вӑл темле никама пӑхӑнманлӑх, хӑюлӑх, — Лена ун пек кӑмӑллӑ пулнине Воропаев халиччен курманччӗ-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Амӑшӗ Рыбин кӑшкӑрнинчен хӑраса кайрӗ, вӑл ӑна пӑхрӗ те унӑн сӑнӗ-пичӗ улшӑнса, начарланса кайнине, сухалӗ тикӗс мар пулса тӑнине, ун айӗнче пит шӑммисем палӑрнине курчӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юсавлӑ марри мӗншӗн палӑрнине, апла пулсан, хам ответлем.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн пысӑк ирӗк кӑмӑллӑ ҫирӗп сӑн-питӗнче вӑл аптраса ӳкни, ыйтни, хӑрани палӑрнине, хӑйсӗр пуҫне, никам та курас ҫуккине пӗлчӗ Валентина, ҫавӑнпа вӑл Андрей ҫапла улшӑнса кайнине пӗр самантлӑха курнишӗн те савӑнчӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн ачалларах пичӗ ытла хуйхӑллӑ пулнине тата кӑштах уҫӑлса тӑракан шуралнӑ тутисенче пысӑк хуйхӑпа айӑпсӑрлӑх палӑрнине курсан, Василийӗн чӗри ыратса илчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.