Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чухне, ҫӗрлесерен, уйӑх кӑшт палӑракан тӗттӗм каҫсенче икӗ этем мӗлкине аванах асӑрхама пулать, теҫҫӗ, хӗрпе каччӑ мӗлкисене.Говорят люди, что темными ночами, когда не светит луна на небе, можно увидеть тени парня и девушки.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Петропавловски крепоҫӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан мӗлки стена ҫинче сиксе-выляса тӑчӗ…
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Бухта тӑрӑх, пӑртак лӑпкӑрах тӗлте, ҫиле ним те чарман ҫӗрелле, тӗттӗмре аран палӑракан кимӗ пырать.
VI // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Инҫетри аран кӑна палӑракан ҫутӑ хӗлхемсем, урса кайнӑ хумсем тӑрринче сиккелеҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ…Далекие, неуверенные отблески беспорядочно заколебались на гребнях бешеных валов и погасли…
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Лӑпланнӑ ҫыран та ылтӑн тӗтре айӗнче тӗлӗкри пек тӗлӗрнӗ, ҫыранта палӑракан иртнӗ вӑхӑт мӗлкисем те тӗлӗкри пек туйӑннӑ.
III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Бухтӑсене, ҫулсене, тусенчи сукмаксене тинкернӗ унӑн куҫӗсем, унта ӑна аран палӑракан мӗлкесем, вӗсен хушшинче уйрӑмах пӗри, тахҫан хӑйшӗн ҫывӑх пулнӑ ҫынни курӑннӑн туйӑннӑ…
III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Малтанах, уяр кунсенче, сенкер хумсем ҫинче хӗвел ялтӑртатнӑ чухне, инҫетре ҫыран лайӑхрах курӑннӑ вӑхӑтра, вӑл нумайччен унталла пӑхнӑ, тӑван тусем ҫине, тӗтреллӗн курӑнакан ту хушӑкӗсем ҫине, аран ҫеҫ палӑракан инҫетри ялсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ…
III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Кӗтесри башня чӳречи витӗр аран палӑракан ҫутӑ курӑнать, кимӗ, бухтӑна кӗнӗскер, пӗр меллӗн силленсе тӑрать, ҫапӑна-ҫапӑна ванакан, анчах ҫапах та вӑйлӑ хум чӳхенӗвӗнче хуллен чӗриклетет.
II // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Ҫынсем тусанлӑ ҫул ҫийӗн, аран ҫеҫ палӑракан хӑмӑр мӗлке пек, малалла шӑваҫҫӗ.Люди двигались по дороге, как серые тени, едва отличимые от пыльного тракта.
Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Уэлдон миссис картта ҫинчи Мункун утравӗ ятлӑ аран ҫеҫ палӑракан пӑнча тинкерсе пӑхрӗ.Миссис Уэлдон пристально всматривалась в едва заметную точку на карте — остров Пасхи.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Инҫетре кӑшт ҫеҫ палӑракан тӗтрепе хупланнӑ ҫӗре уйӑрса илме лайӑх куҫ ҫеҫ мар, хӑнӑху та кирлӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Партизансем темиҫе вуншар километр хушши тӑсӑлса выртакан тӗттӗм вӑрманта юр ҫуса кайнӑ пирки кӑшт кӑна палӑракан сукмаксем тӑрӑх пычӗҫ.Партизаны шли по едва приметным заснеженным тропам глухим лесом, тянувшимся на десятки километров.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Березкин кӑшт кӑна палӑракан чӗрне йӗррисене кӑтартрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хушӑран вӑл Сашӑна пынӑ ҫӗртенех чарса тӑратать те тӗрлӗ тискер кайӑксен кӑшт кӑна палӑракан йӗрӗсене кӑтартать.Порой, останавливая Сашу, он показывал ему едва приметный отпечаток на земле.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Аран палӑракан сукмак вӑрман чӑтлӑхне кӗрсе каять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Акӑ шыв ҫинче пӗр вырӑнта тӑракан тата куҫса ҫӳрекен шыв курӑкӗсем хушшинче хуп-хура сӗлӗх, хуллен кӑна утса ҫӳренӗ пек, шыв ҫинелле пӗрре хӑйӗн кӗлеткин малти вӗҫӗпе, тепре хыҫалти вӗҫӗпе тирӗне-тирӗне, вӑраххӑн шуса пырать; ҫавӑнтах тата шывра кӑшт кӑна палӑракан сап-сарӑ шуйттан мӑйраки хуллен кӑна шӑвать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫав укҫана тӑпраран тасатсан, ун ҫинче «1770 ҫул» тесе ҫырнӑ цифрӑпа «Е. II» текен вензель уҫҫӑнах палӑракан пулчӗҫ.Когда ее очистили от земли, явственно проступили цифры: «1770 год» и вензель: «Е. II».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл Сталин ҫине, унӑн кӑшт палӑракан пӗркеленчӗкӗсем ҫине пӑхса илчӗ…
37 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑнта, ҫыран еннелле аран палӑракан ӗмӗлкӗсем шуҫса пынӑ.Далеко, у края горизонта, ползли, двигаясь к берегу, смутные тени.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Калама ҫук пысӑк хум шӑп ҫыран хӗрринче тата ӳссе пысӑкланнине, куҫса пыракан шыв стени симӗс садсене, хулари шурӑ ҫуртсене тата пристаньри лайӑх палӑракан тӳрӗ линисене хупласа хунине Давыдов хӑраса пӑхрӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.