Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫак тӗнчере пултарнин пурин те пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те пур пекех, вӗҫӗ те кӗретӗнех пулнӑ пекех, 6. юлашки вӑхӑтӑн та кӗтретсемпе, хӑватсемпе уҫӑлакан пуҫламӑшӗ тата ӗҫсемпе, паллӑсемпе курӑнакан вӗҫӗ пур.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Моисей пек пророк Израилӗн урӑх пулман: Ҫӳлхуҫа унпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ, 11. Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӑл Египет ҫӗрӗнче фараонпа унӑн мӗнпур чури тӗлӗшӗнчен, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ тӗлӗшӗнчен паллӑсемпе кӗтретсем нумай кӑтартнӑ, 12. пӗтӗм Израиль умӗнче аслӑ кӗтретсем тунӑ, алли хӑватлӑ пулнӑ унӑн.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр; 3. санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ; 4. анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 21. эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ, 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ; 23. пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ; 24. эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ; 25. эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗренӳре «4» тата «5» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынисӗр пуҫне спортпа та туслӑ вӑл.
Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Федераци саккунӗн «гражданина палласа илмелли» 5-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, паллӑсемпе саккунлӑ, тӗллевлӗ майпа ҫеҫ усӑ курмалла.
Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Хальлӗхе спортсменка хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевсене – спорт мастерӗн ятне илессине тата шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерессине – пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшать.
Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Арҫын ача вӗренӳре те лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать, спортпа та туслӑ, ташлас ӑсталӑха аталантарать, унӑн сцена ҫинче шӑрантарнӑ юррисене те куракансем пысӑк хак параҫҫӗ.
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Слет хӑнисен шутӗнче академирен лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ, хальхи вӑхӑтра РФ Наркотӗрӗслев службин Ҫӗпӗр юридици институчӗн пӗрремӗш курсӗнче пӗлӳ илекен Артем Фомин тата Александр Литвинец пулчӗҫ.
Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№