Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сылтӑм питҫӑмарти ҫинче — вунпӗр ҫул каялла осколка шӑйӑрса кайнӑ хитре мар пысӑк ҫӗвӗ, куҫ хӗррисемпе вӗтӗ-вӗтӗ пӗрӗнчӗксем пулмалла, тӑнлавсенчи ҫӳҫ пӗрчисем — шурӑ курӑнмалла.
Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.
Малти ураран осколка тивсе аманнӑ пирки вӑл хытӑ уксахланӑ, ездовой ӑна ял ҫумӗнчи мӑн ҫул ҫинче тӑварса хӑварнӑ.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл, пӗр-пӗр ухмах осколка пырса тивсен, ҫиллӗн мӑкӑртатса илнӗ.
Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ха, эсрел, такки хӑв умӑнтанах вжинлетсе иртет! — хушса хучӗ вӑл, ҫывӑхри осколка сассине илтсе.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Володя сасартӑк хӑраса ӳкрӗ: ӑна пӗрмай халь-халь етре е осколка ӳлесе килсе тӳрех пуҫран лекессӗн туйӑнса пычӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ку офицере майӑн 10-мӗшӗнче пуҫӗнчен осколка лексе амантнӑ пулнӑ, суранне ҫак таранччен те салтман-ха вӑл, ҫыхнипех ҫӳрет, халӗ вӑл, эрнене яхӑн ӗнтӗ, хӑшӗ пур енчен те сывлӑхлӑ тесе шутлаканскер, Симферопольти госпитальрен хӑйсен полкне кайма тухнӑ, полкӗ, ун шухӑшӗпе, таҫта ҫавӑнта, кӗрслетнӗ сасӑсем илтӗннӗ ҫӗрелле тӑма тивӗҫ, — анчах те Севастопольрех тӑрать вӑл, Северныйра-ши, Инкерманра-ши, кун ҫинчен вӑл никамран та лайӑххӑн ыйтса пӗлеймен-ха.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл кӑкӑрне осколка пырса тивнӗ пирки хай ӑҫта пулнӑ ҫав вырӑнтах вилсе кайрӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ун умӗнченех, ҫывӑхранах осколка уласа иртрӗ те траншейӑна пырса ҫапӑнчӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ак кунтан лексен вара, осколка килсе лексен — пӗтрӗм!»
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халь ӗнтӗ тинех комбат суранӗ курӑнчӗ: осколка, сылтӑм кӑкӑр хӗрринчерехрен кӗрсе, аяк витӗр тухнӑ.Теперь была ясно видна рана — осколок задел справа грудь и выскочил в бок.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Манӑн ҫурӑма осколка шӑйӑрса иртнӗ пулсан, унӑнне сылтӑм хӑлхине пӗр ҫӗртен касса кайнӑ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Осколка чӗрсе кайрӗ.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ашшӗ тротуар ҫинче выртать, мӑйне унӑнне осколка касса кайнӑ иккен.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тепӗр ик-виҫӗ минутран операци пӳлӗмӗнчен урмӑш сасӑпа юрлани илтӗнчӗ: аманнӑ ҫынна хлороформпа ҫывӑратса янӑ пулнӑ, вӑл хӑйӗн осколка тивнипе юхса тухнӑ куҫӗн юлашкине касса кӑларнӑ чухне юрласа тата уҫӑмсӑр ятлаҫса выртнӑ иккен.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1