Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ни the word is in our database.
ни (тĕпĕ: ни) more information about the word form can be found here.
Вӑхӑт ҫитӗ, хӑвӑн Эпӗ тенине хӑватлӑн, питех те пысӑккӑн ӗненесси, таса сывлӑшӑн вут чӗлхисем евӗр, мӗнпур ҫыннӑн пуҫнех килсе ҫапӗ, ун чухне вара ни чурасем, ни хуҫасем, ни чӑлахсем, ни шеллеслӗх, ни сӑлӑк-кӑлтӑк, ни ҫилленеслӗх, ни ӑмсану-кӗвӗҫӳ пулмӗҫ.

Настанет время, и великая вера в свое Я осенит, как огненные языки святого духа, головы всех людей, и тогда уже не будет ни рабов, ни господ, ни калек, ни жалости, ни пороков, ни злобы, ни зависти.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пулмӗҫ вара ни ҫак пӳлӗм, ни тӳпе, ни полк, ни пӗтӗм ҫар, ни ҫӑлтӑрсем, ни ҫӗр чӑмӑрӗ, ни ман аллӑм-урам…

И не будет ни этой комнаты, ни неба, ни полка, ни всего войска, ни звезд, ни земного шара, ни моих рук и ног…

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Халӗ ӗнтӗ пирӗнпе юнашар ҫавнашкал ҫын темӗн чухлех: ни чӑваш ни вырӑс, ни ҫармӑс ни мари, ни тутар ни мӑкшӑ тата ытти те.

Help to translate

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Святой Дмитрий Сослуцкий, сыхла мана, туррӑн чурине, тата манӑн юлташӑмсене тӗнчен мӗнпур тӑватӑ кӗтессине ҫитсен те; хаяр этемсем ан перейччӗр, сӑнӑпа та ан чикейччӗр, вердышпа та ан касайччӑр, пуртӑ тӑршшипе те ан ҫапайччӑр, пуртӑпа та ан касайччӑр, хӗҫпе те ан витерейччӗр, ҫӗҫӗпе те ан касайччӑр, ан чикейччӗр; ни ват ҫын, ни яш ҫын, ни ҫырӑ ҫын, ни хура ҫын; ни еретик, ни тухатмӑш тата нимӗнле ӑрӑмҫӑ та ӑн тивейтӗр.

Святой Дмитрий Солунский, ущити меня, раба Божьего, и товарищей моих на все четыре стороны: лихим людям ни стрелять, ни рогаткою колоть и ни бердышом сечи, ни колоти, ни обухом прибити, ни топором рубити, ни саблями сечи, ни колоти, ни ножом не колоти и не резати, ни старому и ни малому, и ни смуглому и ни черному; ни еретику, ни колдуну и ни всякому чародею.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑн та хӗрачапа ларас килмест: ни выляма унпа, ни тупӑшма темелле, ни туслашма унпа, ни

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ни юнӗ ҫук вӑхӑтӑн, ни чунӗ, ни ҫунатти ҫук, ни алли-ури — пурпӗр самантлӑха та чарӑнма пӗлмесӗр вӗҫет малалла.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫав вӑхӑтрах пӑхатӑп та: манпа юнашар тӑракан кайӑк чунлӑ пӗчӗкскерте ни ҫултан аташнин, ни вилес пек ывӑннин, ни выҫӑпа е шывсӑр аптранин, ни ҫав тери хӑранин паллисем пачах та ҫук.

А между тем ничуть не похоже было, чтобы этот малыш заблудился, или до смерти устал и напуган, или умирает от голода и жажды.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ни ҫыннисем, ни выльӑх-чӗрлӗхӗ, ни чӑххи-чӗппи, ни тата пӳрчӗсенче сӗтел-пуканӗ те ҫук.

Ни людей, ни скота, ни птицы, ни даже мебели в хатах.

Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ни хӑйма ҫинче пӗҫернӗ тӑпӑрчӑ кукӑлӗсем ҫинчен, ни сливӑпа та йӗсӗм ҫырлипе пӗҫернӗ кӑркка ҫинчен, ни квас ҫинче ҫемҫетнӗ сӑран атӑ евӗрлӗ ҫимӗҫ ҫинчен, ни тата авалхи поварсем ҫеҫ пит ӑста пӗҫерме пӗлнӗ соус ҫинчен, ҫав соуса панӑ чух ҫиеле эрех сапса хӗмлентереҫҫӗ те, майрасем вара ҫавӑн ҫине тӗлӗнсе те хӑраса пӑхаҫҫӗ.

Ничего не упомяну ни о мнишках в сметане, ни об утрибке, которую подавали к борщу, ни об индейке с сливами и изюмом, ни о том кушанье, которое очень походило видом на сапоги, намоченные в квасе, ни о том соусе, который есть лебединая песнь старинного повара, — о том соусе, который подавался обхваченный весь винным пламенем, что очень забавляло и вместе пугало дам.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ни авӑнне, ни йӗтемне, ни кӗлечӗсемпе элеваторне, ни ҫул-йӗрне туса хатӗрлемен.

Ни риги, ни гумна, стало быть, ни дорог, ни амбаров, ни элеваторов не приготовил!

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анрасах ӳкет Гришатка: ни каялла, ни малалла, ни кӑшкӑрма, ни пулӑшу чӗнме.

Растерялся Гришатка: ни взад, ни вперед, ни в крик, ни в призыв.

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫак ҫыннӑн сӑн-сӑпатӗнче, йӑлинче е кӑмӑлӗнче мӗнле те пулин паллӑ тупасшӑн чылайччен шухӑшлать вӑл, юлашкинчен вара аллине сулать те: — Ни тӑпӑрчӑ, ни турӑх, ни качака, ни сурӑх! — тесе хурать.

Он долго думал, долго ловил какую-нибудь угловатую черту, за которую можно было бы уцепиться, в наружности, в манерах или в характере этого лица, наконец, махнув рукой, выражался так: «А у этого ни кожи, ни рожи, ни ведения!»

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ни канлӗх ҫук, ни кил-ҫурт, ни ҫемье.

Help to translate

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Паллах, «нинини» тенисем, чӑвашсен калаҫу чӗлхинче пур пулин те, пирӗн шутпа, Тиллишӗн характерлӑ пулма пултараймаҫҫӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ни Киремет, ни Пӳлӗх, ни Хӑрпан Мана хӑтараймарӗҫ ватлӑхран.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак самантран эпӗ унпа ни ҫӗленсем ҫинчен, ни ҫын ури пусман ӗмӗрхи вӑрмансем ҫинчен, ни ҫӑлтӑрсем ҫинчен тек сӑмах хускатмарӑм.

И я уже не говорил с ними ни об удавах, ни о джунглях, ни о звездах. Я применялся к их понятиям.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ирпе ҫичӗ сехетре вӑранма, килти ӗҫ тума, Анна Ивановнӑна итлеме тин хӑнӑхнӑччӗ, сасартӑк ни пӗрле вӗренекенсем, ни пурӑпа доска, ни кулмалӑх пулӑмсем ҫук.

Ведь только-только привыкли просыпаться в семь утра, делать домашнее задание, слушаться Анну Ивановну, и вот тебе – ни одноклассников, ни мела и доски, ни веселых историй.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Эп ни революцие хутшӑннӑ ватӑ коммунист мар, ни вӑрҫӑра орден илнӗ паттӑр салтак мар, ни космоса ҫӗкленнӗ тӗлӗнтермӗш ҫын мар, — кутӑнланчӗ вӑл.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ни шоколачӗ, ни кӑлпасси, ни танксем ҫук.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ни уяв ҫук саншӑн, ни вырсарникун, ни ҫынсем пек йӗркеллӗ тум тӑхӑнса ҫӳрейместӗн, — тесе кабина алӑкне хупрӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed