Шырав
Шырав ĕçĕ:
мӗшеленсе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӑйӗн тупӑшӗпе ҫырлахса, Пантелей Прокофьевич лачакаран мӗшеленсе тухрӗ, урисене чакан ҫулҫисемпе шӑлса типӗтрӗ, тумланчӗ, унтан, ӑшӑнмалла, каллех ҫапӑ касма тытӑнчӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан тӗкӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те, купарча хыҫӗнчи йӑпӑрка хутламӗсем шалпаррӑн мӑкӑрӑлса тӑнине курса, сурса пӑрахрӗ, ятлаҫса илчӗ, ытла та сарлака йӗм пӗҫҫисем ӑшӗнчен упа пек мӗшеленсе тухрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Фельдмаршал паром ҫинчен шуса кайнӑ та пуҫӗпе пӗрене ҫумне ҫапӑннӑ, чул пек путма тытӑннӑ — Прошка мӗшеленсе тӑмасӑр шыва сикнӗ.
Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкне тӑхӑнса ячӗ те, кӗмӗл инициаллӑ туйи ҫине тайӑнса, урам енчи крыльца ҫине мӗшеленсе тухрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Страницăсем:
- 1