Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла пӗр лейтенантпа мӑшӑрӑн вӗҫсе кайса эпир тӑватӑ пин тонна вырнаҫтаракан тӑшман транспортне путартӑмӑр.И вот в паре с одним лейтенантом мы утопили транспорт в четыре тысячи тонн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ӑна ача чухнехине астӑватӑп, ҫӳҫӗсем те хуралнӑ-ши вара, — пӗчӗк чухне вӑл сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ ачаччӗ; Дубровский манӑн мӑшӑрӑн пилӗк ҫул аслӑраххине, ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта мар, пӗр ҫирӗм виҫҫӗсенче кӑна иккенне чӑнласах калама пултаратӑп.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Телейлӗ мӑшӑрӑн пӗчӗк ывӑл - Андрей - ҫитӗннӗ.
Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24
Ҫемьеллисенчен – ҫав ҫул пӗрлешнӗ мӑшӑрӑн ҫеҫ, юлашки Уяв тесе, унта хутшӑнма юранӑ.
Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman
Ҫамрӑк мӑшӑрӑн — икӗ ача: виҫҫӗри Ксюша Сиккассинчи садике ҫӳрет, ҫулталӑкри Антон хальлӗхе амӑшӗн хӳттинче аталанать.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Тӗлӗнмелле ҫак мӑшӑрӑн кӑҫал юбилей, пурнӑҫ сукмакӗпе юнашар утма тытӑннӑранпа 50 ҫул ҫитет.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Усрава илнӗ мӑшӑрӑн тӑрӑшулӑхӗпе юратӑвне пула ачасем шкулта йӗркелекен кашни пултарулӑх мероприяти-конкурсне хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Телейлӗ мӑшӑрӑн — пилӗк мӑнук.
Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Аннен, мӑшӑрӑн портречӗсене, Атӑла сӑнланӑ эпӗ.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Мӑшӑрӑн хваттер пултӑр, гаражра машина лартӑр, кӗсьере укҫа чӑштӑртаттӑр — ҫапла ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Пӗр-пӗрне юратса та килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрӑн виҫӗ ача: Света, Володя, Галя ҫуралнӑ.
Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
Виҫӗ мӑшӑрӑн вара тӑваттӑмӗш ача хушӑннӑ.
ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
25. Вӗсем пурте — мӑшӑрӑн, пӗрне хирӗҫ — тепӗри, Вӑл тунӑ ӗҫсенӗн пӗр ҫитменлӗх те ҫук: 26. пӗри тепӗрин ыррине хунтӑлать, Турӑ мухтавлӑхне кам курса тӑранайӗ?
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлти Туррӑн мӗнпур ӗҫӗ ҫине ҫапла пӑх: вӗсем мӑшӑрӑн, пӗрне хирӗҫ — тепӗри.Так смотри и на все дела Всевышнего: их по два, одно напротив другого.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.