Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнаҫлӑ the word is in our database.
мӑнаҫлӑ (тĕпĕ: мӑнаҫлӑ) more information about the word form can be found here.
Вӑл каллех пуҫне ухса илчӗ, каллех мӑнаҫлӑ каҫӑрӑлса тӑчӗ.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анлӑ та мӑнаҫлӑ Атӑл тӑрӑхӗнче те, Сӑрпа Ҫавал таврашӗнче те пайтах пулса курма тӳр килчӗ мана.

Help to translate

Умсӑмах // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3 с.

Ӑна ҫынсем ӗҫчен те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, хӑйне виҫеллӗ тытма пӗлнӗшӗн, кирлӗ чух мӑнаҫлӑ та тепӗр чух йӑваш пулнӑшӑн юратнӑ.

Человек работящий, открытый, мягкий, в то же время знающий себе цену, он был уважаем в деревне.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курьер мӑнаҫлӑ: Ботфорт, сар кивер, ҫут тӳме Хисеплеме самай хистеҫҫӗ; Ан пӑрӑн-ха — тире сӗвеҫҫӗ.

Help to translate

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Йыш кӑмӑлне Паян вӑл тӗрӗс хак памарӗ, — Мӑнаҫлӑ тытнӑран туймарӗ Пуҫланакан ҫил-тӑвӑлне».

Help to translate

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӑнаҫлӑ тытмасть вӑл хӑйне, князь тесе пуҫне каҫӑртмасть.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускавран килнӗ хӑнасене вырӑнти мӑнаҫлӑ истори палӑкӗ ҫинчен Леонид Михайлов тавра пӗлӳҫӗ тата ял старости Герман Родионов каласа кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Чаплӑ магараджа пек мӑнаҫлӑ Кио хура патакӗпе унталла-кунталла сулса илчӗ те ещӗк хуппине ҫӑрапа питӗрчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унӑн та мӑнаҫлӑ колоннисем граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче суранланнӑ, юсакан ҫук…

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пин-пин сасӑллӑ мӑнаҫлӑ хор пек янӑрать эпопея.

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Эппин, хамӑра ҫуратнӑ, ӑс панӑ, вӗрентнӗ мӑнаҫлӑ ҫӗр-шыва та манмалла мар пирӗн.

Help to translate

«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp

Чуна ҫӗклентерекен мӑнаҫлӑ аккордсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑраса кайрӗҫ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев халиччен патша портречӗ ҫине тишкерсех пӑхман пулнӑ, анчах паян асӑрхарӗ: пӗрре те мӑнаҫлӑ ҫын пек туйӑнман вӑл ӑна.

Help to translate

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑрман чӑтлӑхӗн мӑнаҫлӑ ҫутӑ хушӑкӗсенче симӗс ылтӑн хыпа-хыпа ҫиҫкӗнет.

В величественных просветах лесных дебрей вспыхивало зеленое золото.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Акӑ, Эверкки час-час асӑнакан пӗчӗкҫӗ юханшыв Пӑла Сӗвенелле васкать, Сӗверен — мӑнаҫлӑ Атӑла.

Help to translate

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ авӑк, мӑнаҫлӑ йынӑшу, ӗсӗклевпе йыхрав илтетӗп; темиҫе мӑкӑртату, хапӑл кулӑ, иртнӗлӗх пирки кулянакан ҫемӗ, — унтан Гез сӗрме купӑсне хул пуҫҫинчен вӗҫертрӗ, салхуллӑн ӗнӗрме пикенчӗ, вара ларчӗ те ман ҫине ыйтуллӑн тинкерчӗ.

Я услышал резкие и гордые стоны, жалобу и призыв; затем несколько ворчаний, улыбок, смолкающий напев о былом — Гез, отняв скрипку, стал сумрачно ее настраивать, причем сел, вопросительно взглядывая на меня.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫурма тискерчӗк ҫак этем, миллион-миллион ҫын ӑшталанса-ӗмӗтленсе хыпкӑнакан тӗллеве синкерлӗх тесе шутлаканскер, виҫесӗр-чикӗсӗр ҫӑткӑн та мӑнаҫлӑ.

как безмерно жаден и горд этот полудикий человек, считающий несчастьем то, о чем мечтают и чего добиваются миллионы.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫак самана паттӑрӗ — пӗччен те хевтесӗр, ҫакӑнпа мӑнаҫлӑ этем, — унччен вара, унччен, нумай ҫул каялла, авалтан килекен йӑла-йӗркене, вӑй-хӑватпа, йӑх-несӗл шухӑш-тытӑмлӑхӗпе, пурнӑҫӑн тӑнӑҫлӑ йӗрки-тӑрӑмӗпе мӑнаҫланнӑ.

Герой времени — человек одинокий, бессильный и гордый этим, — совершенно так, как много лет назад гордились традициями, силой, кастовыми воззрениями и стройным порядком жизни.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кӑларса ывӑтӑр мана хӑвӑрӑн мӑнаҫлӑ пуҫӑртан; сирӗн упӑшкӑр пуласси, пурнӑҫа талккӑшпех ӗҫе ҫавӑрасси… мана ҫакӑ кирлӗ мар, мӗншӗн тесен мана урӑх пурнӑҫ кирлӗ, вӑл чӑна тухаймасть те-и тен, анчах ҫавӑн тӗлӗшпе пӗртен пӗр шухӑш пуҫӑма ҫавӑрать.

Выкиньте меня из вашей гордой головы; быть вашим мужем, превратить жизнь в сплошную работу — я не хочу, потому что хочу другой жизни, быть может, неосуществимой, но одна мысль о ней кружит мне голову.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Ҫапла, вӑл мӑнаҫлӑ.

— Да, он горд.

XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed