Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑйу (тĕпĕ: мӑй) more information about the word form can be found here.
Ку — кивӗ, лайӑх вӑйӑ; ӑна ҫуррине ҫитсен пӑрахма юрамасть, тата кунсем карт мар; вӗсен, манӑн ҫакӑнта пӗтекен хаклӑ кунсен, виле ӳчӗсен умӗнче тупа тӑватӑп: татӑлса ывӑтӑннӑ икӗ вӗҫе туртса ҫыхатӑп, ҫав тери хытӑ, аллӑм сурса ыратма пуҫличчен хытӑ туртса ҫыхатӑп, ҫав тӗвӗре санӑн мӑйу хӑрӑлтатӗ!

Это старая, хорошая игра; ее не годится бросать с середины, и дни не карты; над трупами их, погибающих здесь, бесценных моих дней, клянусь вам затянуть разорванные концы так крепко, что от усилия заноет рука, и в узле этом захрипит ваша шея.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл тӑрнана чӗнсе илсе каланӑ: «Тӑрна тус, санӑн мӑйу вӑрӑм, эсӗ пуҫна ман пыра чиксе яр та, тархасшӑн, унта ларнӑ шӑмма туртса кӑлар. Эпӗ сана ахаль тумӑп», — тенӗ.

Он подозвал журавля и сказал: «Ну-ка, ты, журавль, у тебя шея длинная, засунь ты мне в глотку голову и вытащи кость: я тебя награжу».

Кашкӑрпа тӑрна // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

 — Хӑвӑн тутӑрна мӑйу тавра кирлӗ пек ҫыхса ҫӳре.

 — И носи свой платок на шее, как надо.

II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Йӑмӑкӑмҫӑм манӑн, савнӑскерӗм, хӑв куҫусемпе пӗрре пӑхса илнипех, хӑв мӑйу ҫинчи пӗр шерепепех тыткӑнларӑн эсӗ ман чӗрене.

Сестра моя, возлюбленная моя, ты пленила сердце мое одним взглядом твоих очей, одним ожерельем на твоей шее.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Давид башни пек, тӳп-тӳрӗ те яштака сан мӑйу!..

Шея твоя пряма и стройна, как башня Давидова!..

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed