Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ывӑлна мухтасан та юрать, вӑл ӑна тивӗҫлӗ, — тет хӑй тӗллӗн Ятман.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чаплӑ кӑларӑм, — тӑсрӗ Дигэ юриех янӑравлӑ сасӑпа, анчах кӗнекене мухтасан каллех шӑппӑн пуплеме пикенчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ытлашши мухтасан, пӗр еннелле чалӑшса ларӑп тата, — ответлерӗ атте.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Княгиня сӑвва вӗҫне ҫитиех итлесен тата ӑна ҫыраканнине темиҫе хут мухтасан, кукамай кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, унпа французла калаҫма пуҫларӗ, ӑна эсир, савнӑ чунӑм, тесе калама пӑрахрӗ тата ачисемпе пӗрле каҫпа пирӗн пата килме сӗнчӗ, ҫакӑнпа княгиня килӗшрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мухтасан та ҫылӑх мар, — аван хӗр.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫынна мухтанӑ чухне йӑпӑлтатмасть, хӑйне мухтасан та мӑнаҫланса, курнӑҫланса ҫӳремест.
Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах ашшӗ Шурӑна лайӑх ӳкерчӗк тунӑшӑн, Зойӑна — тетрадьне тирпейлӗ тытнӑшӑн тата пӳрте лайӑх тирпейленӗшӗн мухтасан, ачасен сӑнӗсем савӑннипе ҫуталса кӑна тӑратчӗҫ!
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хам та ҫавсем пекех ӑста ҫӳренине ыттисем мухтасан, кӑмӑла уҫма ҫук вара манӑнне.Ничем нельзя так польстить моему самолюбию, как признавая мое искусство в верховой езде на их лад.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1