Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана Турнейль тӗл пулчӗ, эпӗ унӑн чахоткӑллӑ пурнӑҫӗн юлашкине тата унӑн миллионӗсене илсе юлтӑм.Меня встретил Турнейль, я взяла остаток его чахоточной жизни и его миллионы.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Кун пек сӑмах хулари ытти пуянсем ҫинчен те ҫӳренӗ, — пурте вӗсем хӑйсен миллионӗсене ҫаратупа, вӗлерӳпе, тата, чи нумаййи, суя укҫа ҫаптарнипе пуҫтарнӑ пулать, Фома ҫакӑн пек калаҫусене мӗн ачаран илтсе ӳснӗ, тӗрӗс-и вӗсем, тӗрӗс мар-и, — ун ҫинчен вӑл нихҫан та шухӑшламан.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн пек меценатсем, паллах ӗнтӗ, халь ҫук, пирӗн вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр тахҫанах хӑйӗн миллионӗсене хут ҫине ҫырса хунӑ цифрӑсемпе кӑна киленекен кичем сӑн-питлӗ банкир евӗр пулса тӑнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Веткин, хӑйӗн миллионӗсене пилӗк минутра выляса янӑскер, шурнӑскер те ҫӑварне карнӑскер, пукан ҫине ларнӑччӗ те ҫывӑратчӗ.Веткин, проигравший свои миллионы в пять минут, сидел на стуле и спал, бледный, с разинутым ртом.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӗнтӗ телей килес шанчӑк та ҫитнӗ: «Халӗ кам та пулин кӑмӑлланине куратӑп-тӑк — ку вӑл аттен миллионӗсене мар, мана кӑмӑллани пулать».
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун ашшӗн пуянлӑхӗ хулари укҫа юратакан мӗнпур чее, суеҫ ҫынна туртнӑ, Катьӑна пайташӑн ҫунакан ҫынсем, суеҫсем, йӑпӑлтисем хупӑрласа тӑнӑ; ӑна каланӑ кашни сӑмахах ун ашшӗн миллионӗсене хапсӑннипе каланӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1