Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫур сехете яхӑн муталансан вут чӗртрӗ, — сӗм авалхи меслетпе: йывӑҫӑн икӗ татӑкне хыттӑн сӑтӑра-сӑтӑра.Потрудившись с полчаса, добыл он и огня — способом первобытным, — трением двух кусков дерева.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Ҫак меслетпе укҫа тупмашкӑн малашлӑхшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӑслай хистенӗ.Его заставило добыть таким способом деньги изобретение, имеющее важное будущее.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Чирлӗ ури ҫинчен мансах вӑл надзирателе тӗрлӗ меслетпе сиенсӗрлетет — унпа килӗшсе татӑлнинчен тытӑнса ӑна тапӑничченех: калӑпӑр, лешӗ арестантсен йышне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн камерӑна шалтан пӑхма кӗрсен.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл урӑх меслетпе ҫӑлӑнаймасть.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Стенасене электричествӑпа ҫутатнӑ май, — ҫакна эсир ман патӑма килнӗ чухне хӑвӑр та асӑрхарӑр-тӑр, — икӗ меслетпе кӑна тарма пулать: арестантсене вӗсене суда лартса кайнӑ чухне автомобиль конвоирӗсенчен туртса илмелле е арестанта стена урлӑ автан евӗр вӗҫсе каҫма вӗрентмелле.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак меслетпе следователь ҫапларах каласшӑн ахӑр: «Кутӑнлашни усӑсӑр. Ҫакӑн пек — тӳррӗн те ҫирӗппӗн — эпӗ кӑна, шухӑшӑн кирек мӗнле хусканӑвне те витӗр кураканскер, пӑхма мехел ҫитереетӗп».
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чи-чи тӗплӗ шухӑшсем те, енчен те вӗсем пулса иртмен ӗҫ пирки аптӑратсан, ҫак ӗҫе мӗнле те пулин ӑнсӑрт меслетпе татса пама май килсен, тӗрӗссипе — пӗтӗмӗшле, пайӑр мар уйлану кӑна, ҫавӑнпа та вӗсем пӗр евӗрлӗхе куҫаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кантервильте — сарлака шӑмӑллӑ хӗрарӑмсемпе сухаллӑ арҫынсем, сӑмах май каласан, куҫса килнӗ ҫынсен чатӑрӗсенче сакӑр уйӑх пурӑнса вӗсем кӑнттам якӑлтатӑвӑн кайӑкла мӗн пур ҫепӗҫлӗхне чӑтса ирттернӗ; акӑш-макӑш чипер хӗре Дэзи Крока йӗркеллӗ ҫыншӑн киревсӗр меслетпе вӑрлани шӑпах вӗсене тарӑхтарчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Кӑткӑс, хӑйӗншӗн хӑнӑхман меслетпе вӑл юлашкинчен ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ патне килсе тухрӗ: ултав пирки ӗмӗтленни — кӑмӑллах мар, ҫавӑнпа та шӑнкӑрав кӗтме пуҫларӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Унӑн усал ӗҫӗсем — Хоггейӗн вӗсем чӑннипех виҫесӗр те ҫав тери каварлӑ-тискерччӗ — сӗревпе туяннӑ шарламанлӑхӑн тупӑкне ҫӗмӗрессипе, унӑн пуҫӗ ҫине ӳкессипе пӗрре мар хӑрататчӗҫ, анчах ылтӑн кашнинчех ҫӑлса-туртса кӑларатчӗ, вара вӑл чӗрӗ ҫынсемпе каллех темӗн тӗрлӗ меслетпе вылятчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Вӑл шутсӑр чее меслетпе усӑ курчӗ, ҫавна пула «Йӗплӗ минтер» шурлӑхлӑ ҫырма-ҫатра хушшинче тӑпах чарӑнса тӑчӗ, ҫӗнтернипе савӑннӑ «Инкек, тасал», вунӑ ҫулхи кӗрешӳ хыҫҫӑн, кунти виҫӗ хупаха пӗтерсе гавань ҫумӗнчех хуҫаланма пикенчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫапла майпа издательсем публикӑна вӗчӗрхентерекен аптӑравлӑхран пистерчӗҫ; сотрудниксен вара — «йӗркеллӗ ӑс-тӑнӑн» ҫӑмӑлттай позицийӗ; пулӑмсенчен хӑш-пӗринчен, чумаран сыхланнӑн, шӑпах ҫак меслетпе хӑтӑлмалла имӗш.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Юлашки каҫалӑкченех ҫак меслетпе сухаланӑ тӑк уй, иккӗленмелли ҫук, уйӑх питне аса илтеретчӗ-тӗр.Поле, вспаханное до конца таким способом, напоминало бы поверхность луны.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ленур, вахтӑри матрос, бак ҫинче тӑнӑскер, паллӑ мар меслетпе ҫухалчӗ — ирхи тӑватӑ сехетпе ултӑ сехет хушшинче.Ленур, вахтенный, стоявший на баке, исчез неизвестным образом, между четырьмя и шестью часами утра.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Ку яланах ҫапла, — вӗҫлерӗ те вӑл тарӑхнӑран урипе ҫӗртен тӑрӑслаттарчӗ, — пуҫа тискер фантази йӑраланса кӗрсен; шуйттан хӑй палӑртнӑ меслетпе ӗҫсе кӳп те ӑна: ҫи витти айӗнче, сӗтел хушшинче, — чӑн-чӑн моряк пек!
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫапла вара пирӗн ялти юлташлӑх чӑннипе арканса каяс вӗҫне ҫитрӗ, мӗншӗн тесен эпир халӗ нимӗнле станок та, нимӗнле машин та туянаймастпӑр, апла-тӑк ӗҫе те социализмла меслетпе йӗркелесе яраймастпӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн эпӗ сире халӗ ӑнлантарса паракан меслетпе ҫеҫ качча тухмалла, урӑхла качча тухма юрамасть.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫаксем пурте илемлӗ лару-тӑру туса хураҫҫӗ, унӑн шухӑшлавӗн аристократла йӑли-йӗркипе килӗшсе тӑраҫҫӗ; «Вӑрттӑнлӑх» команди, хӑйне евӗрлӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑнӑхса воспитани илнӗскер, мӗн пур меслетпе пуяс ӑнтӑлӑвӑн сӗрӗмӗнче минренӗ ытти пӗтӗм пӑрахут ҫине кӑштах мӑн кӑмӑллӑрах пӑхнинчен тӗлӗнмӗпӗр.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
(Ҫынпа паллашнӑ чухне ҫакӑн йышши револьвӗрла меслетпе — вӑл террористсен организацийӗнчи ҫамрӑк террористсене хыпашласа пӗлме тӑрӑшнӑ вӑхӑтсенчех усӑ курнӑ пулнӑ.)
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ленинӑн логикине хирӗҫ вӗсем «нервсем тӑрӑх ҫапса кӗрешес» меслетпе тухса, — хресченсен пулас восстанийӗсем ҫинчен пуҫа ҫавӑрмалла сӑнла-сӑнла кӑтартаҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.