Шырав
Шырав ĕçĕ:
Секретарь вӗсене, мирлештернӗ пекех паллаштарчӗ; ҫапла мелсӗр пулса тухрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӑйӗн кӗлетки ҫапла мелсӗр пулнӑшӑн — мӑйӗ вӑрӑм, урисем кӗске — ҫынсене пит тарӑхрӗ пулӗ вӑл, Таньӑна епле юрататчӗ вӑл: унпа пӗрле выляса ӳснӗ-ҫке.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫӑла вӑл ӳкнӗ мелсӗр, Тухма пултарайман.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Берсенев нумай калаҫма юратмасть, калаҫнӑ чухне те мелсӗр сӑмахсем каласа хуркалать, тытӑнчӑклӑн пуплет, кирлӗ мар ҫӗртенех аллисене сулкаласа илет; халь вара уйрӑмах ун чунне ывӑннӑ тата хурланнӑ чухнехи пек шӑплӑх пусса илнӗ.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Одер хӗрринче, артподготовка вӑхӑтӗнче, вӑл куҫлӑхне ҫухатнӑ та, халь вара темле именнӗ пек, кӑштах канӑҫсӑр, мелсӗр тыткалать.Во время артподготовки на Одере он потерял очки и ходил какой-то если не растерянный, то смущенный.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тепӗр тесен, карабин вӑл ҫапӑҫу валли мелсӗр япала.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
«Мӗншӗн юлмалла-ха ун?» — шухӑшларӗ вӑл, председатель йывӑҫ урине мелсӗр яра-яра пуснине пӑхса.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Куштӑрканӑ пысӑк ал тупанӗ пите темӗнле мелсӗр сӑтӑркалать.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Урине пукан ҫине пусса, тухтӑр сӗтел ҫинче выртакан почта хутне хӑй умне туртса хучӗ, кӗсйинчен кӑранташ хуҫӑкӗ кӑларса, темле мелсӗр сӑмахсем ҫырчӗ — ку рецепт пулчӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Лаша ҫинчен сиксе ансан, Оленин пӑшалӗпе крыльцана ҫаклатрӗ, мелсӗр хускану турӗ те вите еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах унта никам та курӑнмарӗ, пӗр тикӗс сӗт сунӑ сасӑсем ҫеҫ илтӗнчӗҫ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тӗрӗк вӑрҫинче вӑл аманнӑ пулнӑ, анчах чи мелсӗр те пархатарсӑр вырӑнтан — кӗлерен.В турецкую войну он был ранен, но в самое неудобное и непочетное место — в пятку.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Егорушкӑна тӳсмелле мар пӑчӑ тата выртма мелсӗр пек пулса тӑчӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл, мелсӗр ларнӑ пек, урӑхларах майлашӑнса ларчӗ, кулса ячӗ, вара каллех аллине сулчӗ.Он, точно ему неудобно было сидеть, принял другую позу, засмеялся и опять махнул рукой.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Упа ури лапписемпе урайне мелсӗр шутаркаласа тухтӑр патнелле пычӗ; хаваслӑн мӗкӗрсе кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑчӗ, малти урисене хуҫа чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑсса хучӗ те ҫӑварне карса ҫивчӗ шӑлӗсене йӗрчӗ.
V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Давыдов кӗсйинчен васкасах тирпейсӗр тӗркелесе чикнӗ укҫа пачки туртса кӑларчӗ, имене-именех, ӑна сӗтел ҫине сарнӑ хӑршӑлнӑ ҫитти айне чикрӗ, мелсӗр йӑл кулса, мӑкӑртатса илчӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.