Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

машинапа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫуллахи каникул кунӗсенче хӑвӑр ачӑрсемпе уйрӑмах тимлӗ пулӑр, вӗсене автомобильпе мотоцикл уҫҫисене ан парӑр, машинапа ҫӳреме хӑнӑхӑвӗсем пулмасан, скутерсемпе мопедсемпе ҫӳреме те ирӗк ан парӑр, — теҫҫӗ районти автоинспекторсем.

Help to translate

Мопедпа та «правасӑр» ҫӳреме юрамасть // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-iuramast

Кӑнтӑрла машинапа трактор паркӗнчен е ытти ҫӗртен йӑваланса выртакан покрышка кустарса килеҫҫӗ.

Help to translate

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Ирхине урамра шӑп, машинапа трактор сассисене кӑларакан арҫын ачасем кӑна умӗсенче пылчӑк пӑлхатса ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Ун меслечӗ ҫавӑн пек иккен: Укахви машинапа вырнӑ ыраша кӗлте пысӑкӑш купасем туса пырать, иккӗмӗш хӗрӗ кӗлте ҫыххи тӑвать, ӑна ҫыхмалли купа айне хурать, тепри ӑна ҫыхать, тата тепри йӑтса каять.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Шел, эпӗ сире хам машинапа яла ҫитерейместӗп, — кулянчӗ Мӗтри пиччӗш.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Станокне ман машинапа ӗҫ хыҫҫӑн кӳрӗпӗр.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Гараж алӑкне ҫӗмӗрсе кӗрсех машинапа таҫта тухса кайрӗ… — «савӑнтарчӗ» кинӗ.

Разбив дверь гаража, он куда-то выехал на машине... — «обрадовала» сноха.

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed