Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марс ҫинчи радиостанцисене тискер чӗр чунсем, пирӗн евӗр марскерсем, вырнаҫтарнине ӗненме ытла та йывӑр.Трудно предположить, что радиостанции на Марсе построены чудовищами, существами, не похожими на нас.
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ку япаласене вӗсем пӗтӗмпех кил-ҫуртпа пӗтӗм пурлӑх ҫунса каять тесе илсе тухнӑ, япалисем кирлӗ-кирлӗ марскерсем, хаклӑ марскерсем пулин те, хресченсем вӗсене сыхлаҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен ӑпӑр-тапӑрӗшӗн вилме хатӗр тӑраҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Пирӗн, — килӗшсе кӑшкӑрчӗҫ тир-сӑран тӑвакан ҫынсем, Житейкин пекех урӑ марскерсем.— Наша, — согласно кричали кожевники, тоже не трезвые, как Житейкин.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗвӗпе те, сӑнӗпе те пӗр пек марскерсем.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тен, ҫавӑнпа манпа юнашар утакан ҫынсем — вӗсем манран сакӑр, вунӑ, вунпилӗк ҫул аслӑрахскерсем, кунтах ҫирӗм пилӗк ҫул аслӑраххисем те пур, — пачах ҫар ҫынни марскерсем, интеллигентла профессиллӗ-должноҫлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ҫӗкленӳллӗ, хавхалануллӑ тыткалаҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ан тив, теттесем питех илемлӗ марскерсем пулччӑр; ан тив, ҫӗтӗк-ҫурӑксенчен ҫӗленӗ куянсен кушак евӗрлӗ пулччӑр; ан тив, пур пуканесем те пӗр сӑнарлӑ — тӳрӗ сӑмсаллӑ та чармак куҫлӑ — пулччӑр; кӗмӗл хутпа чӗркенӗ чӑрӑш йӗкелӗсем ҫӳхе кӗленчерен тунӑ теттисем пекех йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне ҫакӑн пек хитре ёлка Мускавра та, паллах, никамӑн та пулман.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Аллисем пӗрремӗш хут хӑйӗн вӑрӑм та ӗҫлӗ ӗмӗрӗнче ҫакӑн пек кирлӗ марскерсем пулчӗҫ.В первый раз за всю долгую трудовую жизнь они были такими ненужными.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Акӑ вӑл халех вӗсем патне, паллӑ марскерсем, нихӑҫан та курманскерсем, ҫав тӗлӗнтермӗшле, вӑрттӑнчӑкла та тыткӑнлакан чӗрӗ чунсем — хӗрарӑмсем патне пырса ҫитет!
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫаплах уйрӑлнӑ пулӗччӗҫ-и тен вӗсем — тӑван та мар, ют та марскерсем.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1