Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манма (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
Тӗлӗнме кирлӗ-и, пӗртен пӗр Андреев профессор ҫеҫ хӑйне хурал пӳртӗнчи пек тыткалакан ҫӗнӗ ректора пархатарлӑхпа культурӑна манма юраманни, тӗпре ӗҫлӗ калаҫу пулма кирли ҫинчен асӑрхаттарса калама хӑю ҫитерет.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Владимир Александрович пухӑннисене служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух вилнӗ полицейскисен ачисем пирки манма юраманни пирки пайӑррӑн асӑрхаттарчӗ.

Help to translate

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кӳршӗллӗ Патӑрьелпе Елчӗк районӗсенчи ӗҫтешсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен коммунальщикӗсем килӗрен киле ҫӳресе, пӗрре те манма памасӑр пулӑшу укҫине пуҫтараҫҫӗ иккен.

Help to translate

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Кунашкал ачапа тутлӑ ыйха манма тивет.

С таким ребенком придется забыть про сладкий сон .

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Литература произведенийӗсене хакланӑ чухне ҫакна самантлӑха та манма юрамасть.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Ҫакна та манма кирлӗ мар, районсене пӗрлештернине кура ку ӑмӑртӑва Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Сӗнтӗр ҫывӑхӗнчи ачасем те килнӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Апла пулин те вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнисене сурансем, кӑвак беретпа тельняшка, темиҫе сӑнӳкерчӗк, «Хӑюлӑхшӑн» медаль тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ сержант пакунӗсем сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв ҫинчен манма памаҫҫӗ.

И все же не дают забыть о горной стране, прошедшим через огонь войны о ранах, голубой берет с тельняшкой, несколько фотографий, медаль "За отвагу" и орден Красной Звезды, аккуратно сложенные сержантские погоны.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed