Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туй майӗ те ҫук, пытарни майӗ пур, инкӗшӗн ялан пуҫӗ ыратать, каяс хӗре нимӗн шарламасӑр макӑрать; килӗнче те парне япали хатӗрлемеҫҫӗ; хӗрин сапламан чӑлха тем чухлех, вӗсене те саплама шутламаҫҫӗ; иртнӗ эрнере тата ломбарда кӗмӗл саклат хунӑ, тенӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн тери илемлӗ, ӑста тӗрленӗ, пиччен майӗ те, тӳнтер майӗ те пӗрешкел хитре.Как красиво и аккуратно вышито, и лицевая, и оборотная стороны одинаково красивы.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Кун пек пӑхнинче ним те этемле майӗ пулман, — вӗсем, — тӑсӑкла кӑвак питсем ҫинчи ҫак пушанса юлнӑ тӗксӗм пӑнчӑсем, нимех те курман пек пулнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Куллине кӗнеке пекех вулама пулать; куллипе пӗрле шӑлӗсем, пуҫӗ… мӗнле ҫепӗҫҫӗн ларать ун пуҫӗ майӗ ҫинче, ҫеҫке пекех чечекленет, ырӑ шӑршӑ сарать»…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрарӑмсен майӗ: Манӑн ӑна юратмалла мар, мӗншӗн тесен эпӗ качча тухнӑскер; анчах та вӑл мана юратать, ҫавӑнпа та…Способ женский: Я не должна его любить, ибо я замужем; но он меня любит, — следовательно…
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн ҫӑмӑл та сӑпайлӑ уттинче таса хӗр илемӗ пурри палӑрать, вӑл мӗнлине каласа пама майӗ те ҫук, ӑна куҫпа курсан ҫеҫ ӑнланма пулать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗҫ вӑраха кайнӑ, хӑй ӗҫӗ чӑннине шанса, Андрей Гаврилович ун пирки питех шухӑшламан, тата укҫа тӑккалама унӑн кӑмӑлӗ те, майӗ те пулман; чернил ӑшне путнӑ сутӑнчӑк чунсенчен хӑй малтан яланах тӑрӑхланӑ пулин те, элек тыткӑнне лекес шухӑш ун пуҫне пырса кӗмен.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Юманпа пулмашкӑн Майӗ ҫук пилешӗн, Тен, шӑпи ҫапла ун — Тӑлӑххӑн ӳсмешкӗн… юрларӗ Варя хурлӑхлӑн.Но нельзя рябине К дубу перебраться. Видно, сиротине Век одной качаться, — пропела Варя печально.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Куна… куна… ӗненме те майӗ ҫук!
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
92 каччӑ вырнаҫакан вакунсене ҫул тӑршшӗпех кӑмака хутса ӑшӑтса пынӑ - урӑхла майӗ ҫук, сивӗ.
Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist
Ҫавӑнпа пулӗ, юморлӑ калавсенче Агаковӑн ҫӗнӗлле сисӗмсем, мал енне туртан шухӑшсем нумайрах («Ватӑлма майӗ ҫук», «Сержант йӑнӑшӗ» т. ыт. те).
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Анчах та ҫапла тума пурин те майӗ ҫук.
Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Анчах ҫамрӑксене ҫемье ҫавӑрма нимӗнле майӗ те ҫук-тӑк — йӑх-ӑру тымарӗ татӑлать.Однако если нет возможности создать семью молодым - то прерывается корень предков.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
47. Эпӗ ӑна: ун пек майӗ ҫук, пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пулмалла, терӗм.47. Я же сказал Ему: невозможно это, но должно быть по времени.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Эсӗ, хӑвӑн ҫар вӑйне шанатӑн пулсассӑн, пирӗн патӑмӑра тӳремлӗхе ан, вӑйсене танлаштарса пӑхӑпӑр — эпӗ хуласен ҫарӗпе килнӗ. 72. Эпӗ кам иккенне, ыттисем, пире пулӑшакансем, кам иккенне ыйтса пӗл-ха эсӗ, вара калӗҫ сана: сирӗн пире хирӗҫ тӑма майӗ ҫук, санӑн аҫусемех те хӑйсен ҫӗрӗнчех пирӗнтен икӗ хутчен пӑрахса тарнӑччӗ. 73. Халӗ те эсӗ ҫакӑнта тӳрем ҫӗрте ҫакӑн пек утлӑ ҫарпа пирӗн вӑйлӑ ҫуран ҫара хирӗҫ тӑраймӑн, кунта сирӗн валли тарса пытанма чул та, ту хушӑкӗ те ҫук» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑш ҫын ытлашшипех парать — унӑн пурпӗр хушӑнсах тӑрать; тепӗри майӗ ҫук перекетлӗ — хӑй чухӑнлансах пырать.24. Иной сыплет щедро, и ему еще прибавляется; а другой сверх меры бережлив, и однако же беднеет.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрнар ҫулӗпе вара тракторпа ҫеҫ ҫӳремелле — ним майӗ ҫук.
Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html
Кукӑр тӗплӗ шур хурӑн, Айлина та майлина, Кукри майӗ ҫаврӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Вӑл вӑхӑтра ӗмӗрхи ҫи-пуҫа «кивӗ тӗнче юлашки» тесе кӑтартма тӑрӑшнӑ та, халӑх тумне упрама-аталантарма майӗ те пулман.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Анчах хӑпарма ытла та чӑнкӑ пирки, пӑр ҫинче утма майӗ те ҫук.
Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.