Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майлашрӗ (тĕпĕ: майлаш) more information about the word form can be found here.
Апуҫ ачасем хушшине ларса майлашрӗ.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Подрядчикӑн кӑмӑлӗ самаях майлашрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Ахтупая чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнейменшӗн ҫеҫ кӑшт кулянчӗ; паллах, ҫав «упа» килте пулнӑ пулсан аванрахчӗ ӗнтӗ, анчах ӗҫ халӗ те лайӑх майлашрӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫӗ майлашрӗ, ывӑлӗ чиперех вӗренсе тухрӗ семинаринчӗ, учитель пулать — ма хӗпӗртес мар.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эверкки мастерскойри пӗртен-пӗр креслӑна Илемпи портречӗ енне ҫавӑрса лартрӗ, вӑрӑм урисене тӑсса унта майлашрӗ, шухӑшӗпе каллех савнӑ ҫыннипе пӗрле пулчӗ: алла-аллӑн ҫавтӑнса утрӗ, кулчӗ, калаҫрӗ, савӑнчӗ…

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ, паллах, нимне те ӑнланса илеймерӗм, анчах хам вырӑн килӗшӳллӗ маррине старик те чухланине сисрӗм те, манӑн вара часах старикпе ним пытармасӑр тумасӑр килӗштерес ӗҫ майлашрӗ карӗ.

Я, конечно, ничего не понял, но почувствовал, что старик понимает нелепость моего положения, и у меня быстро наладились с ним отношения откровенные.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Урапа ҫине хӑпарса ларсан та тахҫанччен майлашрӗ.

Она очень долго устраивалась в телеге.

Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Крымран эвакуациленӗ заводсемпе, фабрикӑсемпе ҫыхӑну майлашрӗ.

Устанавливалась связь с эвакуированными из Крыма заводами и фабриками.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Ну вӑт, кун-ҫулу майлашрӗ те сан, йӑмӑкӑм! — тенӗ Сидор куккӑшӗ, тачка та пысӑк тутисене саркаласа кулса.

— Ну вот и устроилась твоя судьба, сестра! — сказал дядя Сидор, растягивая в улыбку мясистые губы.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вера Пӑвловнӑн мастерскойӗ майлашрӗ.

Мастерская Веры Павловны устроилась.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Килйыш пурнӑҫӗнче мӗн тӑвас ыйту тахҫанах майлашрӗ, хӑй тӗллӗнех йӗркене кӗчӗ.

Вопрос, что он будет делать в семейном быту, уж улегся, разрешился сам собою.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed