Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑштӑрах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Узин лӑштӑрах кукленсе ларчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫапла пӗрер ҫухрӑм пек утсанах, ура вӑйӗ лӑштӑрах кайрӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тӗттӗм пуласпа ҫынсем, ывӑнса, лӑштӑрах халтан кайнӑскерсем, автобус патнелле утрӗҫ.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле йывӑр вӑхӑтра та ывӑнтӑм темен, ним ӗҫлесен те хуҫӑлса ӳкмен хӗрсем, ҫак хыпара илтсен, сасартӑках хӑйсем чӑн-чӑнах халтан кайнине сиссе, тинех пӗрре канлӗн ларса канма юранине пӗлсе, — лӑштӑрах ҫул хӗррине пӑчӑрӑнса анчӗҫ.

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӗрере ытарма ҫук ырлӑх капланӑвӗпе пӗрле темӗнле кӑшт хурлӑрах, пӑшӑрхануллӑрах савӑнӑҫ амаланса пырса ҫан-ҫурӑма лӑштӑрах ярать…

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Таня скрипки сасартӑк шӑпланса ларчӗ, сӗркӗҫӗ лӑштӑрах алӑран ӳкрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Дебаркадер ҫумне юнашнӑ пӑрахутӑн пассажирсене йышӑнмалли площадкине, унтан билетра (ӑна икӗ кун маларах илсе хунӑччӗ) кӑтартнӑ иккӗмӗш хутри каютӑна кӗтӗм, хама лӑштӑрах ярса, плаща йӑрхахран ҫакса, чӑматана ҫӳлӗк ҫине вырнаҫтарса, ларкӑч ҫине майлашса лартӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Малтанах Павӑл Лена ҫавин вичкӗнӗшне-ҫивӗчӗшне тӗрӗслерӗ, ҫупкӑҫларӗ, пушанарах панӑ пастарне чишкипе ҫапкаласа хытарчӗ, вара илӗртмӗш пӑшлак ҫырлаллӑ чие тӗми ҫывӑхӗнче ҫулман симӗс курӑк ҫине месерле тӑшӑрӑлчӗ те, пилӗкне тӑсса, хӑйне лӑштӑрах ячӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ик-виҫ утӑм турӗ ҫеҫ — ҫырана тухса та тӑчӗ, ҫӳлелле тапаланчӗ, вара, лӑштӑрах кайнӑскер, тӗмеллӗ вырӑна пырса ларчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑмми-шакки те алли-ури сӑрӑлтатса лӑштӑрах кайнине пула пӑртак пусахланчӗ-ха, анчах, амутке, ыйӑхӗ тутлӑн канӑҫ парса пуснине пӗртте туймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, (чӗркуҫҫийӗсене самантрах нӳрӗ ҫапрӗ), унтан хӑйне лӑштӑрах ярса хырӑмӗ ҫине выртрӗ, вара, ӑшша пиҫнӗскер, чӑтӑмсӑррӑн, лӑнкӑрт-лӑнкӑрт туса шыв ӗҫме пикенчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн йӗрне-кунне пӑхмасӑр йӑшкакан, хавшӑракан чун-чӗри лӑштӑрах кайрӗ, хӗрхӳ, йывӑр шухӑшсен пӑтравӗ те, шалтан вӗҫӗмсӗр кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлакан хуйхи-суйхи те, мӑкланса, тӗссӗрленсе, канӑҫса, таҫталла аяккалла кутӑнла утӑмсем утӑмлама пуҫланӑн туйӑнчӗ, чӗлхи те, сулчӑланса, самаях ҫемӗҫрӗ: «пыл юхтарни те, уйран уҫлани» те пулчӗ унта.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнӑран-ши, Клавӑна ҫак сасӑ питрен ҫутӑлтарса янӑнах туйӑнчӗ, Бориса ыталама тӑнӑ аллисем те лӑштӑрах усӑнчӗҫ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Полина аллисем лӑштӑрах усӑнчӗҫ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мучин ывӑннӑ шӑмшакӗ лӑштӑрах кайрӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Ах! — терӗ хӗрлӗ сӑмсалли, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илсе, — вилес пекех ывӑнтӑм паян, ӑҫта-ши хуть ҫӗр грамм эрех, урасем лӑштӑрах кайнӑ пулӗччӗҫ.

Help to translate

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

— Ашчик лӑштӑрах выртрӗ ӗнтӗ, — терӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апатланса вӗри чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн тӑвансен шӑм-шакӗ лӑштӑрах кайрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫирӗм метра яхӑн ӳснӗ ватӑ хурама тӑррине ҫакнӑ шӑнкӑрч вӗлли хӑй вырӑнӗнчех тӑнине асӑрхасан, чунӗ лӑштӑрах кайрӗ, хыттӑн талтлатса тапакан чӗри кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акатуй пӗтнӗ ҫӗре лӑштӑрах вӑйран каятӑн.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed