Шырав
Шырав ĕçĕ:
лӑпкисем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӑш чухне мана ҫав лӑпкӑ ҫынсем пурӑнӑҫӑн чул чӗрине пуснӑ мӑк пек туйӑнатчӗҫ, вӑл ӑна ҫемҫетсе кӑпӑшкарах тата япала ӳсмеллерех май туса парать; анчах пуринчен ытла лӑпкисем нумаййине, вӗсем ирсӗрлӗх енне ҫӑмӑллӑнах ҫавӑрӑнма пултарнине, вӗсен чунӗсем авкаланса курӑнмалла мар улшӑнма пултарнине тата вӗсем вӑрӑмтуна пек нӑйкӑшнине сӑнасан — эпӗ хама хам пӑван кӗтӗвӗ ӑшне лекнӗ тӑлланӑ лаша пекех туяттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кунта лӑпкисем те, чӑрсӑррисем те, вичкӗннисем те, лӳпперрисем те, йӗрӗххисем те, савӑнӑҫлисем те пулнӑ-мӗн.Тут были и тихонькие и озорные, и ловкие и неуклюжие, и плаксы и веселые.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Тепӗр тесен, пирӗн хушӑра тем тӗрлисем те пур: кӗнеке юратакансем те, ыйхӑ ҫапакансем те, амӑш сӗчӗ типейменнисем те, якисем те, хаяррисем те, лӑпкисем те, вегетарианецсем те, мыскараҫӑсемпе «тӗрӗслӗх» юратакансем те, кӗскен каласан — пурте вӗсем лайӑх йӗкӗтсем!
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Чи лӑпкисем те мӑкӑртатма тытӑнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Страницăсем:
- 1