Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лимон the word is in our database.
лимон (тĕпĕ: лимон) more information about the word form can be found here.
Лимона сахӑрпа ҫинӗ чухне, лимон татӑкне ҫурмаран хуҫлатса сылтӑм аллӑн пуҫ пӳрнипе тата пысӑк пӳрнепе тытаҫҫӗ, турилкке ҫинчи сахӑрпа пуҫса ҫиеҫҫӗ.

Когда кушают лимон с сахаром, то ломтик лимона сгибают пополам указательным и большим пальцами правой руки (касаясь только кожицы), затем обмакивают в сахар, лежащий на своей тарелке.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫыхӑсене салтсан, унтан ҫак япаласем тухрӗҫ: тем пысӑкӑш тӑварланӑ какай татӑкӗсем — вуниккӗ, сысна какайӗ — ултӑ татӑк, пӑрҫа — пӗр михӗ, ҫӗр кӗрепенкке яхӑн сухари; кунсӑр пуҫне тата пӗр ещӗк сахӑр, пӗр ещӗк ҫӑнӑх, пӗр михӗ лимон, икӗ кӗленче савӑт лимон сӗткенӗ.

В тюках оказалось: двенадцать огромных кусков солонины, шесть окороков ветчины, мешок гороха, около ста фунтов сухарей; он привез мне также ящик сахару, ящик муки, мешок лимонов и две бутылки лимонного сока.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ симӗс лимонсем татрӑм та кайран лимон сӗткенне шыв ҫине ярса ӗҫрӗм.

Я нарвал зеленых лимонов и потом пил воду с лимонным соком.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

 — «Барыня, э барыня, пӗр пилӗк лимон ил-ха манран, лимон вӑл ҫыртмашкӑн лайӑх, сана йӳнӗллех паратӑп!»

— «Барыня, а барыня, купи пяток лимонов-то у меня, ими хорошо закусывать, для тебя дешево отдам!»

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лимон ярса пӗрер стакан чей ӗҫме кӑмӑл тумӑр-ши?

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем халӗ хӑйсене пӑрса кӑларнӑ лимон пек туяҫҫӗ - вӗсем ывӑннӑ.

Сейчас Девы чувствуют себя выжатыми и уставшими.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Батуми вӑл — промышленноҫлӑ центр тата паха йышши тропикҫум ӳсен-тӑранӗсене лартса ӳстерекен центр та пулса тарать: унта чей, апельсин, мандарин, лимон тата техникӑра кирлӗ ӳсентӑрансем нумай лартса тӑваҫҫӗ.

Батуми — промышленный центр и центр выращивания ценных подтропических растений: чая, апельсинов, мандаринов, лимонов и многих технических растений.

Батуми // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Апельсин, лимон тата мандарин сачӗсем ӳссе ларма пуҫларӗҫ, чей плантацийӗсем йышӑннӑ ҫӗр лаптӑксем сарӑлнӑҫемӗн саралсах пыраҫҫӗ; техникӑра пит кирлӗ ӳсентӑрансен плантацийӗсем ӳссе ларма пуҫларӗҫ.

Появляются сады из апельсинных, лимонных и мандаринных деревьев; все больше ширятся площади с чайными плантациями; появляются плантации важных технических растений.

Колхидӑри шурлӑхсем вырӑнне хитре садсем пулаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем культурӑллӑ паха ӳсентӑрансем лартса ӳстереҫҫӗ: чей, лимон, апельсин, мандарин тата техникӑра кирлӗ ӳсентӑрансем, эмел тунӑ ҫӗре каякан ӳсентӑрансем лартса тӑваҫҫӗ.

Где выращивают ценные культурные растения: чай, лимоны, апельсины, мандарины, разные технические и лекарственные растения.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл тӑпрасем — чей, лимон, апельсин тата мандарин пек хаклӑ ӳсентӑрансене ӳстерме чи лайӑх тӑпрасем.

Это наилучшие почвы для таких ценных растений, как чай, лимоны, апельсины, мандарины.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫимӗҫ сачӗсенче апельсин тата лимон йывӑҫӗсем нумай.

В фруктовых садах много апельсиновых и лимонных деревьев.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Маринэ те ӑна Шупашкартан тухса кайнӑ-кайманах манчӗ пулмалла — апельсинпа лимон мар, пӗчӗкҫӗ хут татки те ямарӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мана тиркерӗн пулин те, пӗр-пӗр уяв ячӗпе сана апельсин е лимон ярса парӑп.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эрне пуҫламӑшӗнчех хӑвара пӑрса кӑларнӑ лимон пек туятӑр.

Уже в начале недели почувствуют себя, как выжатый лимон.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кучченеҫсем нумай илсе килнӗ, ав, пан улми, лимон.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗчӗк ача вырӑннех хунӑ мана Оксана: апельсин, лимон тата тепӗр кӗленче армени коньякӗ ярса панӑ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫыртма килсе хунӑ лимон таткине вӗсем тӗкӗнмерӗҫ те.

До лимона, что принес им трактирщик, ни тот ни другой не дотронулись.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Маларах авӑн уйӑхӗнче врач-терапевт, диетолог медицина наукисен докторӗ Маргарита Королева «Мускав 24» каналпа калаҫу ирттернӗ май импӗр, лимон тата пыл ярса хутӑштарнӑ шыв иммунитета ҫирӗплетме чи лайӑх напиток тенӗ.

Ранее в сентябре врач-терапевт, диетолог доктор медицинских наук Маргарита Королева в беседе с «Москвой 24» назвала воду с имбирем, лимоном и медом лучшим напитком для укрепления иммунитета.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

— Хуппи-мӗнӗпех кунне икшер лимон ҫимелле.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳрт ӑшчикки таса, кантӑксем умӗнче, пӗчӗк юман каткасенче, лимон йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed