Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ырӑ ҫыннӑм, пулӑш тархасшӑн, — шӑлне чӑмла-чӑмлах чунне тавӑрчӗ, тӗрӗсрех, сӑмах ҫӑрма пикенчӗ ҫакскер, «лекаре» эрех ӗнтрӗк-сӗнтрӗкӗ хупланӑ, шӑвӑҫланнӑ, йӗпе-сапаллӑ кӗрхи вӑрманти урапа ҫулӗ пек лапӑркка куҫӗпе тутӑх, хӑрӑк пӑталанса тирӗнме тӑрмашса.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Ҫӑкӑрне лекаре кӑтартнӑ, — терӗ окольничий.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Лекаре вӗсем йӑлӑхтарсах ҫитернӗ.
Лекарьпе йӑлӑхтармӑш пелӗшсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Аманнӑ Милорадовича утлӑ гварди казармисене илсе пырсан, Аренд унӑн суранӗсене пӑхнӑ хыҫҫӑн пульӑна кӑларма хатӗрленсен, Милорадович ӑна: «Ну, ma foi, суранӗ ку вилмеллескерех, аманнисене эпӗ ҫителӗклӗ курнӑ, ҫавӑнпа та, пулине кӑлармаллах пулсан, манӑн ватӑ лекаре чӗнме ярӑр; мана пулӑшма ҫук, анчах старике операцие вӑл туманни кӳрентерет», тенӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ лекаре, — эсир хӑвӑрах каларӑр-ҫке вӑл пур пӗрех вилет, тесе, мӗне кирлӗ пулччӑр ӗнтӗ сирӗн им-ҫамӑрсем?» — терӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Крепоҫ алӑкӗ патӗнче пире пӗр ушкӑн халӑх кӗтсе илчӗ; Бэлӑна Печорин патне хуллен кӑна ҫӗклесе кӗрсе, эпир лекаре чӗнтертӗмӗр.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1