Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартӑм (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
Кунта кӗнӗ ҫыннӑн кашниннех вӑхӑчӗ питӗ те шутлине кура тӑркач тӳрех мала иртме, диспетчерсене сӑмах хушма хӑяймарӑм эпӗ, ҫавӑнпа алӑк патӗнче кӑштах тӑтӑм та, кирлӗ пулсан тем чухлӗ те кӗтме хатӗр ҫын пек, пӗртен-пӗр пуш пукан ҫине лайӑхах вырнаҫса лартӑм.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл театр институтне кайма тивӗҫлӗ пулнисен хушамачӗсене вуланӑ чухне хам шӑпапа епле татса парасса кӗтнӗ пекех хумханса лартӑм.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сывламасӑр, антрактсенче те вырӑнтан хускалмасӑр, куҫа самантлӑха та сцена ҫинчен илмесӗр лартӑм.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑрҫӑра маттур зенитчица пулнӑ Улюк Ҫтаппан танатинчен хӑтӑлма та хӑюлӑх ҫитернӗшӗн савӑнса лартӑм эпӗ, мухтарӑм ӑна.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳҫенсе илтӗм те лартӑм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вара лартӑм та ҫыру ҫыртӑм ун патне.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ хам вырӑна лартӑм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавӑнпа эпӗ ытахальтен ҫеҫ, хӗр кӑмӑлне кӳме тенӗ пек, ыйтусем паркаласа лартӑм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр сехете яхӑн ҫеҫ лартӑм эпӗ вӗсемпе пӗрле, ҫав кӗске самантрах Елюк куҫҫуль тухиччен сивӗ сӑмахсем илтме ӗлкӗрчӗ пулсан, унччен мӗн чухлӗ илтнӗ-ши вӑл ун пек сӑмахсене, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ-ши?

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ, ҫакна курман-илтмен пек пулса, алӑк умӗнчен пӑрӑнтӑм та хам вырӑна лартӑм.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юрарӗ мана ҫак ҫӗрҫӑташшӗ: виҫӗ ир кусарпа хӑйпӑтса лартӑм та плитасене — ҫитрӗ те лаҫӑ ӑшчиккине капӑрлатса хумалӑх.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сӑмах айне пултӑм, ют ҫын килӗнче ытларах лартӑм.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мана курсан вӑл сасартӑках утма чарӑнчӗ те малалла та, каялла та кайма аптраса тӑчӗ, эпӗ те, ним тума пӗлмесӗр, ҫаплипех вырӑнта лартӑм.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Атӑ кунчинчен хут кӑларса алла кӑранташ тытиччен эпӗ кунта нумайччен хускалмасӑр лартӑм.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ кӳлӗ хӗрринче чылайччен лартӑм.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Те кӑштах ывӑннипе, те пуҫа тӗрлӗрен шухӑшсем килсе кӗнипе, эпӗ парк хӗрринчи пысӑк мар кӳлӗ патне кайса лартӑм.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ним тума пӗлменнипе пӗр чӑрӑш кутне пӗшкӗнсе лартӑм та йӗрсе ятӑм.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Мӗн ҫинчен шухӑшланӑ эпӗ ун чухне — ӑна халь астумастӑп, — анчах малалла текех чӑтса тӑма пултараймарӑм, пӗр кунхине велосипед ҫине лартӑм та картун енне тухса вӗҫтертӗм.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ сак хӗрринерех куҫса лартӑм.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Апат ҫисен эп «Новый мир» журнал илтӗм те картун ҫурчӗ умне тухса лартӑм.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed