Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларса (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, пӗр авӑк сывлӑш ҫавӑрса тӑчӗ, вара, кукленсе ларса, ҫунтарсан этеме чӗм кӗртекен тупрана шат та шат, ҫат та ҫат хуҫкаласа, вакласа, татӑкӗсене шайлашуллӑн хӗреслесе, йӑсӑрланса тӑракан сӗлкӗшлӗ кӑвайт ҫине купаласа хума пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман та халӗ ӑна хӑй ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ларса пыра татса яма хатӗрленсе, йӑпшӑнса выртакан ҫӳлевӗҫ пек чӗрӗлсе илнӗн курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эсир, кинемей, ак ҫакӑнта ларса канӑр-ха, Артем Михайловича часах тупса килетпӗр, — терӗҫ юлашкинчен кӑмӑллӑн, хӑйсем ҫавӑнтах кӳлӗ хӗрринелле чупрӗҫ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫамрӑксем сӗтел хушшине ларса торт ҫиме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Паҫӑр юнашарах ларса килтӗмӗр пулас-ха эпир.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Мӗн, пӑра хуҫӑлнӑ тесе ман ларса макӑрас-и ӗнтӗ, кала-ха?

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна курас тесе йывӑҫ тӑррине хӑпарса ларса вӗсен чӳречинчен пӑхаттӑм.

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӳксе хуҫӑлмарӑм, Ларса макӑрмарӑм.

Help to translate

Савни уйрӑлсан // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 87 с.

Ларса канас, ывӑннипе пулӗ-ха ку тесе шутларӗ те мучи пӗр парка кӗрсе лапсӑркка йывӑҫ айӗнчи тенкел ҫине вырнаҫрӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Эпӗ килте ларса юласса шантӑн пуль-ха, анчах килтӗм те, акӑ, чӑрмантартӑм сире.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Пӳртре ларса пуҫ ыратни иртсе каймасть, атя, тӑхӑн хӑвӑртрах, унсӑр Ванюк мана клуба та кӗртмест.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урапа ҫинче ларса пыракан хӗрарӑм та, мӗнле хӑрушлӑха лекнине халӗ тин ӑнкарса илнӗскер, ҫухалса кайрӗ, лашине чарма та, аяккалла пӑрма та пултараймарӗ.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каҫ пулсан, хӑйсемех пусмасем тӑрӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри йӗркипе ларса тухрӗҫ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Те амӑшӗ патне Шупашкара кайнӑ чухне кабинӑра юнашар ларса пынӑ чух, те клубран киле ӑсатса янӑ каҫсенче, те тата пӗркунне концертран таврӑннӑ чухне каччӑ унӑн пӗчӗк тутинчен чӑпӑрт ҫеҫ чуптуса илнӗ хыҫҫӑн.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шултӑра пӗренесем ҫине пурте йӗркипе ларса тухрӗҫ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Чӑнах та, ларса канар мар-и?

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Айтӑр ҫакӑнта ларса канар кӑштах, ҫакӑн пек ырӑ каҫӑн илемлӗ вӑхӑтне ҫывӑрса ирттерер мар ӗнтӗ, — юрлакансене чарсах ума тухса тӑчӗҫ каччӑсем, ытти чухне вӑййа пухӑннӑ вырӑна ҫитсен.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эсӗ, кинемей, ларса кан-ха, ывӑнтӑн пулӗ кун каҫипе, — терӗ Лена ватӑ ҫынна пӳрт умӗнчи сак ҫине лартса, хӑй сумкине уҫса, унтан ҫемҫе ҫимӗҫсемпе пӗрле пасарти ларекра туяннӑ ҫӑм тутӑра кӑларчӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed