Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла ыйтусем парса минретсе ҫитерсен вӑл ҫерем ҫине урине явса ларатчӗ, пушшине юнашар хуратчӗ те мана фронтри ҫапӑҫусем ҫинчен аса илсе каласа пама пуҫлатчӗ.
Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.
Пирӗн ҫывӑхрах колхоз ферми ларатчӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Ячӗ унӑн ЛП-19. Мускаври выставкӑра капӑрланса ларатчӗ, тинех вӑрмана ҫитрӗ.
56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эп пырса ҫитнӗ чухне хӑва тӗмӗ ҫумӗнче ларатчӗ, пиҫсе кайнӑ аллисене сӑмса шывӗпе сӑтӑратчӗ.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман тунката ҫинче каллех пуҫне ик аллипе тӗревлесе ҫӗрелле пӑхса ларатчӗ.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кӑнтӑрлахи кану хыҫҫӑн Раман юман тункати ҫинче шухӑша кайса ларатчӗ.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лесник хӗрӗ сӗтел хушшинче пӗчченех кӗнеке вуласа ларатчӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле килтеччӗ, ачасемпе сӗтел хушшинче ларатчӗ — каҫхи апат тӑватчӗҫ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫар ҫынни ҫурӑмпа ларатчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Лейтенант ирӗлекен юр тӑрӑх ерипен уксахласа иртетчӗ, никӗс тӑпри ҫине ларатчӗ, хӗллехи хӗвелӗн хӑйӗнни пекех вӑйсӑр ӑшшинче хӗртӗнетчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑш-пӗр чухне, уяр ҫанталӑкра, кӑнтӑрла салтак, патак ҫине тайӑнса, пӳрт умне тухма пуҫларӗ, пӗчӗк пахча умӗнчи ӑвӑс пӗренесем ҫинче чылайччен ларатчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
…Ҫав самантра Ваҫилен амӑшӗ, Хвекла, хӑй ҫине йӑтӑнса аннӑ инкекшӗн хуйхӑрса ларатчӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пысӑк та сарлака хурӑн йывӑҫҫи хӑйӗн ҫулҫисемпе асамлӑн шавласа ҫамрӑксене хӑй патне илӗртсе ларатчӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ачасем шкула кӗпӗрленсе кӗнӗ чухне биологи учителӗ микроскоп умӗнче ларатчӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ас тӑвать-ха, Ванюк та, Макарсен йӗтемӗ патӗнче Микки сӑртӗнче темиҫе хӑлаҫлӑ юман ларатчӗ.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Шӑп та ҫак ҫурт ларатчӗ сӑртлӑрах вырӑнта, ытти ҫуртсенчен аяккарахра.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна хирӗҫ вӑйлӑ ҫил вӗрчӗ, сквер пуш-пушахчӗ, пӗр тенкел ҫинче ҫеҫ, темшӗн ҫил хытӑ вӗрнӗ ҫӗртех, ҫухавине тӑратнӑ ҫутӑ плащлӑ хӗр кӗнеке вуласа ларатчӗ.
19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тин кӑна сад таса юр пек шап-шурӑ ҫеҫкере ларатчӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Нумаях та пулмасть тунката ҫинче эрех кӗленчи ҫуталса ларатчӗ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӑнтӑрлаччен тенӗ пек пӳлӗмрен тухмасӑр ӗҫлесе ларатчӗ.
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.