Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вара, хӑйсем юратнӑ наукӑна усӑ тӑвас тесе, — вӗсем медицинӑна ятлама питӗ юратаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсен мӗнпур вӑйне медицинӑна усӑ кӳрес тесе параҫҫӗ, — пуянлӑх та, ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнасси те кирлӗ мар вӗсене, вӗсем госпитальсенче наукӑшӑн интереслӗ сӑнавсем туса лараҫҫӗ, шапасем касаҫҫӗ, ҫулсерен ҫӗршер вилӗ касса уҫаҫҫӗ тата, май килсенех, хими лабораторийӗсем туса лартаҫҫӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вилнисем нимӗнех илтме пултарайманнине пӗлетӗп пулин те, ҫапах та кайрӑм: пирӗншӗн ӗҫленисенӗн, пиртен сахалах мар тӳснисенӗн кӑмӑлне кӳрес пулать — ҫапла мар-и?
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унсӑрӑн май ҫук, тусӑм: ҫыннӑн хӑй пурнӑҫӗнче ним ырри те пулман пулсан, — вӑл хӑйшӗн пӗр-пӗр юмах хайласа кӑларса, ӑна чӑн пулнӑ пек каласа пани никама та сиен кӳрес ҫук-ҫке.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вара инкексемпе тӑкаксен шучӗ те пулас ҫук; тӑшман салтакӗ килсе кӗрсен те ун чухлӗ сиен кӳрес ҫук пулӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна Захар тарӑхса та мар, улпута сиен кӳрес тесе те мар, ытахальтен, хӑнӑхнипе кӑна, кашни май килнӗ вӑхӑтра улпутне вӑрҫас шутпа, аслашшӗсенчен тата ашшӗнчен юлнӑ йӑлапа тӑвать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ӑна темӗн ачашласа каларӑм, ӑна чӗрӗлмешкӗн шанчӑк кӳрес пек, йӑпатма тӑрӑшрӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӑнӑрах стенасен тата бомбоубежищӑсен пулмалла, — хирӗҫлерӗ Ромка, — эпӗ мӑн пулни никама та ҫӑлӑнӑҫ кӳрес ҫук, йывӑрланса ҫӳрени анчах.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр уйӑхран сасӑ кӳрес тапхӑр тата монтаж ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та, кун пирки Александр Дмитриевичпа тепӗр хут калаҫма хӑтлансан, вӑл мана сиввӗн пӳлчӗ те ун пек ырлӑх кӳрес ӗҫсемпе урӑх аппаланма хушмарӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах ҫав каннӑ телейлӗ кунсене е сехетсенче те капитан Енакиев службашӑн епле пулсан та ытларах усӑ кӳрес тесе тӑрӑшнӑ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Халӑхпа калаҫас, вӗсене усӑ кӳрес ӗҫ килӗшнӗ ӑна.
Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
«нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисене тата пӳлӗмсемпе усӑ куракансене коммуналлӑ пулӑшӑвӑн тивӗҫлӗ тӗсне кӳрес тата нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑхпа усӑ курнӑ тата ӑна тытса тӑнӑ чухне усӑ куракан коммуналлӑ ресурссене туянас ӗҫе тивӗҫтерес тӗллевпе энерги (электричество энергийӗпе (хӑвачӗпе) суту-илӳ тумалли, ӑна парса тӑмалли), ӑшӑ тата (е) вӗри шыв, сивӗ шыв, шыва юхтарса кӑлармалли, газ (ҫав шутра баллонсене тултарнӑ йӑлари газ) парса тӑмалли договорсем тӑрӑх тӑратнӑ коммуналлӑ ресурссемшӗн ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисемпе тӳлесе татӑласси.».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен" саккунӗн 1 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №20 от 07 марта 2019 г.
Хамӑр пурӑнакан ялпа урама, ҫывӑхри вырӑнсенчи тӑван тавралӑха тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӳрес тӗллевпе йӗркелекен ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрти черетлӗ эрнери экологи канашлӑвӗ Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗнче пулса иртрӗ.
Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/
Шкул территорине тирпей-илем кӳрес тӗлӗшпе те тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ.
Капмаррӑн курӑнать пӗлӳ «карапӗ» // Владимир ФЕДОРОВ. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Пухнӑ хыпарпа уйрӑм ҫынна е юридици сӑпатӗнче тӑракана сиен кӳрес тӗллевпе усӑ курмашкӑн саккун ирӗк памасть.
Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Санитарипе экологи уйӑхлӑхне хутшӑнса тавралӑха тирпей-илем кӳрес ӗҫре кашнинех хӑйӗн тӳпине хывма май пур.
Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
7. Эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, сирӗн пирӗнтен тӗслӗх илмелле: эпир сирӗн патӑрта ӗҫсӗр пурӑнмарӑмӑр, 8. никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр; сире никама та йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр — 9. эпир ҫакна пирӗн сирӗнтен пулӑшу ыйтма тивӗҫ ҫуккипе туман, сире тӗслӗх кӑтартас тесе, пирӗнтен курса вӗренччӗр тесе тунӑ.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй тӑванӑмӑрсем, эпир халран кайиччен ӗҫленине хӑвӑр та астӑватӑр: сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе пурӑннӑ чухне, сире кама та пулин йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйсен хули умӗнче ларакан Зевс кӗлеткин апӑсӗ вара, вӗсене халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе, хапха патне вӑкӑрсем, чечек ҫыххисем илсе пынӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.