Шырав
Шырав ĕçĕ:
кӗперрин (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— «Сӗрен кӗперрин ҫичӗ тӗс, Ҫичӗ якӑр тӗрлӗ тӗс!
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Авӑс шӑрши, ӑшӑ ҫӗрӗк япалапа тӑпра шӑрши сӑмсана перет, куҫра йӑлтӑр-йӑлтӑр сиккелесе выляҫҫӗ асамат кӗперрин татӑкӗсем.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Малтан ун куҫӗ умӗнче тӑман явӑҫни, тата туртасемпе пӗкӗ айӗнчи лаша силленсе пыни курӑнса тӑнӑ, тата вӑл хӑйӗн айӗнче выртакан Микитене астуса илнӗ; унтан тата ҫак шухӑшсем патне урӑх шухӑшсем хутшӑна пуҫланӑ, — вӑл праҫник ҫинчен, арӑмӗпе становой, тата ҫурта ешчӗкӗ ҫинчен, унтан каллех ешчӗк айӗнче выртакан Миките ҫинчен шухӑшланӑ; кайран тата ун куҫне сутакан-илекен мужиксем курӑна пуҫланӑ, тата шурӑ стенасемпе тимӗр витнӗ ҫуртсем, ҫав ҫуртсен айӗнче Миките выртнӑ; кайран пурте ун пуҫӗнче пӑтранса кайнӑ; сӗвек кӗперрин тӗсӗсенчен пӗр шурӑ тӗс пулать, ҫавӑн пекех ун пуҫӗнчи тӗрлӗ шухӑшсем те хутӑшса кайнӑ та ун пуҫӗнче нимӗн те юлман, вӑл вара ҫывӑрса кайнӑ.
IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Епле лайӑх виноградӑн сарлака ҫулҫи ҫинче чӗтренекен тата сӗрен кӗперрин миллион пайӑркисемпе ҫутӑлакан кашни сывлӑм шӑрҫине пӑхса савӑнма!
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Страницăсем:
- 1