Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫал вара… кӑҫал, кур ӗнтӗ — йӑтӑнать те йӑтӑнать ҫумӑр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Юрать, мана кӑҫал Укахви ҫӑлчӗ, вӑл вӑйлӑ тулӑ илсе кӑтартрӗ, унсӑрӑн кӑҫалхи ӗҫ пирки калама та намӑс.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кӑҫал вӗсем ун пек ӗҫлес ҫук, кӑҫал ӑмӑртма йывӑр пулать, — терӗ председатель.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑлтавӗ паллах иккен: ялта кӑҫал пӳкле вилӗм пулчӗ, ӑна, ав, Кантюксен ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, эппин кураймасӑр тӑракан ҫынсем пурах ӗнтӗ, авӑ ҫанталӑк та кӑҫал пит типӗ тӑрать: выҫлӑх пуласса вӑл.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӑҫал ҫӗрӗҫченӗсемшӗн ҫанталӑк хӑйнеевӗр кӑткӑслӑхсем кӑларса тӑратрӗ пулин те мӗн палӑртнине ял хуҫалӑх предприятийӗсем акса-лартса пӗтернӗ тесен те юрать.
Акса-лартса пӗтернӗ, хирте ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d0%b ... %b0%d0%bb/
Кӑҫал Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май унта тӗпрен илсен ҫав ыйту ҫине пусӑм тунӑ.
Агрослетра пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d0%b ... %bd%d3%91/
Кӑҫал ӑна Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.
Юрӑ-ташӑ пӗр-пӗрне ҫывӑхлатать // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d1%8e%d1%8 ... %82%d1%8c/
Кӑҫал Комсомольски районне (округне) туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ.
Тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/
Раҫҫейре эколог тата тавралӑха сыхламалли Пӗтӗм тӗнчери кун кӑҫал Чӑваш республикинче эгологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑнта тӑрать.
Тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/
Кӑҫал 555 ҫул тултаракан хула хӑйӗн илӗртӳлӗхне, аталанӑвне, пуянлӑхне туллин кӑтартнӑ.
Ҫӗрпӳсен те кӑтартмалли пур // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %83%d1%80/
Кӑҫал вӑл хӗрарӑмсем хушшинче те иртӗ.
Сабантуя ырӑ сунса кӗтеҫҫӗ! // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... unsa-ktecc
Кӑҫал вӑл хӑйӗн юбилейне ирттернӗ, хӑнасене пурне те парне вырӑнне ватӑсем валли мӗн пама пултарнине илсе килме хушнӑ.
Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851
Кӑҫал пире пӗр хӗрарӑм питӗ тӗлӗнтерчӗ.
Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851
«Пӗлтӗр 5-9 классенче вӗренекен 3 пин ытла шкул ачи Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳревре пулнӑ. Кӑҫал вӗсен шутне 5 пин таранччен ӳстерме палӑртнӑ — 1-4 тата 10-11 классенче вӗренекенсене те явӑҫтармалла. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли музейсенче, театрсенче тата туризм пӗлтерӗшлӗ ытти вырӑнсенче чӗрӗ урок формачӗпе мероприятисем ирттерме пуҫланӑ», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc
Кӑҫал этника тата регионти киносен тупӑшӑвне 25 ӗҫ тӑратнӑ.
Кино уявӗ чӑваш ҫӗрӗ ҫинче аталанать // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12035-kino-u ... e-atalanat
Кӑҫал ҫӗр улмине 125 гектар ҫинче лартса хӑварма тӗллев тытнӑ Геннадий Николаевич.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
«Кӑҫал, акӑ, пӗрремӗш хут рапспа та ӗҫлесе пӑхас терӗмӗр», — пӗлтерчӗ Иван Геннадьевич.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Кӑҫал Ивановсем ҫӗр улмине 20 гектар ҫинче лартса хӑварма планланӑ.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Акӑ, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин даннӑйӗсем тӑрӑх, пӗлтӗр майӑн 28-мӗшӗ тӗлне республикӑра 4481 гектар ҫӗр улми лартнӑ пулсан, кӑҫал — 2498 гектар.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh
Кӑҫал ҫанталӑк ура хунипе аграрисен ҫурхи ӗҫӗсем кая юлса пычӗҫ.
Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh