Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑватӑ кӗтессинче те — хулпуҫҫи евӗрлӗ хысаксем; аялта та, алтӑр айӗнче, кашни чечек кӑшӑлӗ ҫумӗнче, шӑратса кӑларнӑ хысаксем пур.На четырех углах выступы наподобие плеч, выступы литые внизу, под чашею, подле каждого венка.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ: 15. ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 16. юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ; 17. юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ситтим йывӑҫӗнчен тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тунӑ: унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ икӗ чике пулнӑ; унран мӑйракисем тухса тӑнӑ; 26. ӑна — унӑн ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те — таса ылтӑн сӑрнӑ тата ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ; 27. кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине икӗ ылтӑн ункӑ туса хунӑ; тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳреме каштасем чикмешкӗн вӗсене унӑн икӗ енне тунӑ; 28. каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту: 2. унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр; 3. ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр; 4. кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ; 5. каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.