Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анука ушкӑн кӑшӑлӗнчен кӑларас тесе, аллине ун еннелле тӑсрӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шывхуҫи ывӑлӗпе Эсекел хӑй умне пырса чӗркуҫленсе пуҫ тайсан ҫеҫ кӑмӑлне улӑштарать, пулас кин пуҫӗ ҫине хӑйӗн пуҫ кӑшӑлӗнчен пӗр чечекне илсе тирсе ярать, телейлӗ пулма пехиллет.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Хулана кӗреспе Ассоль унӑн анлӑ кӑшӑлӗнчен вӗҫсе сарӑлакан шавпа кӑштах киленсе тӑчӗ, анчах хула ӑна халӗ унчченхилле аптӑратса ӳкерсе, хӑратса пӑхӑнтараймарӗ, хӗртен чӗмсӗр хӑравҫӑ туса хураймарӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл пичке кӑшӑлӗнчен тунӑскер пулнӑшӑн мана намӑс пек туйӑнса кайрӗ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Балабан хӑрах аллипе люк кӑшӑлӗнчен тытса хӳре пӳлӗмӗ ҫумне таянса тӑнӑ та тепӗр аллипе кашни ачана хулпуҫҫинчен кӑплаттарса шутласа пырать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Карттусне кӑшӑлӗнчен асӑрханса ҫеҫ хӑрах алӑ вӗҫҫӗн туртса пӑхрӗ — туртса кӑлараймарӗ, пурпӗрех намӑса юлас ҫук пек, икӗ аллипе те туртма тытӑнчӗ; сӑран япала каплах ҫурӑлас ҫуккине пӗлет-ха вӑл — карттусӗ пурпӗрех тухмарӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Штурвал кӑшӑлӗнчен пуҫласа ҫӗҫӗсем патне ҫитичченех унӑн аллисем малалла тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗҫ.Все — от штурвального колеса до ножей — стало продолжением ее рук.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Е колхоз капанӗнчен ҫӗклем утӑ туртса каять е хуралҫӑсӑр тырӑ кӑшӑлӗнчен тулӑ вӑрлать, е тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пӗр-пӗр тимӗр татӑкӗ ҫаклатса хӑйӗн хуҫалӑхне йӑтса пырать.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Енчен эпир ӑна тӑхлан кашӑкран е пичке кӑшӑлӗнчен перо туса парсан, вӑл тӗрлӗрен паллӑсем лартма пултарать.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Карттусӗ Германи вӑрҫинчен юлнӑскерех пулмалла: кӑшӑлӗнчен ҫӳлерех кокарда йӗрӗсем пур.Фуражка со следом кокарды, уцелевшая, наверное, еще от германской войны.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗри ҫех хӑрататчӗ те чаратчӗ мана: мӗнлерех пулӗччӗ-ши Олеся, модӑпа ҫӗлетнӗ кӗпе тӑханса, ман юлташсен арӑмӗсемпе хӑна пӳлӗмӗнче калаҫаканскер, легендӑсемпе те вӑрттӑн вӑйсемпе тулнӑ ватӑ вӑрманӑн ҫак тӗлӗнсе хытса каймалли кӑшӑлӗнчен уйӑрнӑскер, — кун пирки вара эпӗ уйлама та хӑю ҫитереймен.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
31. Варринчи чечек кӑшӑлӗнчен сапан тӑррине пӗр чике анлӑш хӑвӑл хӑпарать; вӑл юпасен тӗпӗ пекех ҫавра, чике ҫурӑ чухлӗ, ун тавра — ӳкерчӗксем; сапан аякӗсем тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫаврака мар.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1