Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кӑтрашка ҫухаллӑ хаклӑ йышши кивӗ пальто тата ҫавӑн пекех кӑтрашка тарӑн ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.Он был одет в старое от дорогого портного пальто с барашковым воротником и высокую барашковую шапку.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Витӗр курӑнакан кӑтрашка ҫӑмӑл пӗлӗтсем, таҫти вӗри хуранта кӑпӑкланса вӗренӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине купаланса ҫӗкленеҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Куҫсем кӑтрашка тӑрӑллӑ вӑрман ҫине, ҫырма хӗррипе хӑпаракан шурӑ тӗтре ҫине хӗпӗртесе пӑхрӗҫ, хӑлхасем, вӑрманти кашни сас-чӗвве хӑйпе майлӑ илтсе, ман умра каллех юмахри евӗрлӗ тӗнче ҫуратрӗҫ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хула хӗрӗсем Ивука пӗринчен-пӗри хитре пек туйӑнаҫҫӗ: пичӗсене писев сӗрнӗ, тутисем хӗрлӗ, ҫӳҫӗсем кӑтрашка.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл куҫасшӑн, акӑ ҫил кӑштах пулӑшрӗ те — ҫак кӑтрашка йывӑҫран перӗнсе иртрӗ, самантранах мачтӑна ҫавӑрса ытамларӗ — хӗлӗх пек чӗтрет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗттӗмленсен тата вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ шупка-кӑвак тӳпере йӑлтӑртатса тухнӑ йышлӑ ҫӑлтӑрсене кӑтрашка пӗлӗтсем хупласа илсен, — хӗвеланӑҫӗнчи, Луганск енчи кунӗпех кӗрленӗ нимӗҫсен пушкисем шӑпланаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унтан вара кӑтрашка йывӑҫ тӗмисем хушшинче, сулхӑнра, кукӑр-макӑр авкаланса выртакан Чир ҫырми урлӑ, кӗпер тӑрӑх каҫрӗҫ.Переехали по мосту извилистую речку Чир, затененную кудрявыми кустарниками.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Унӑн вӑйлӑ та хаяр сӑнлӑ пит-куҫӗн ҫуррине кӑтрашка хура сухалӗ хупласа тарать; хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗсем сарлака куҫхаршисен айӗпе ҫиҫсе пӑхаҫҫӗ.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Ҫак ҫын хӗлӗн-ҫӑвӗн нимӗҫ пуставӗнчен ҫӗлетнӗ сарӑрах тӗслӗ сӑхманпа ҫӳрет, анчах та пилӗкне вара пиҫиххи ҫыхать; кӑвак шалавар тата кӑтрашка тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗк тӑхӑнса ҫӳрет.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Тинӗс ҫинчи вӗтӗ кӑтрашка хумсем ҫыран хӗрринчи чулсене ачашшӑн ҫуласа каяҫҫӗ.
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӗлӗнсе, хурланса, вӑл палуба ҫинчен ҫӳле, штурвал патне, кайнӑ, унта вырнаҫса ларса, шухӑшлӑн, кӳренчӗклӗн, кӑвак ҫыран ҫине, кӑтрашка тӑрӑллӑ вӑрман йӗрӗ ҫине пӑхса пынӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хырӑн кӑтрашка вулли ҫумне питҫӑмартипе тӗршӗнчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑ ӗнтӗ ҫумӑр вӗтелсех пырать; ҫумӑр пӗлӗчӗ, кӑтрашка катрамсене пайланса, хӗвел курӑнас вырӑнта ҫуталма пуҫларӗ, пӗлӗтӗн шупка-кӑвак хӗррисем витӗр кӑшт кӑна тӑрӑ тӳпе татӑкӗ курӑнать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвел хӗртнӗҫемӗн хӗртет, кӑтрашка пӗлӗтсем супӑнь хӑмписем пек пысӑкланаҫҫӗ, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ, пӗрлешеҫҫӗ те тӗксӗм сӑрӑ тӗслӗ пулса каяҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫил тӗкнипе Уча ҫав пӳртсем ҫывӑхӗнчи пысӑк та пӑлатна юмансенчен пӗрин патне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт утса ҫитрӗ те кӑтрашка вулли ҫумне таянса ларчӗ.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑтрашка ҫӑмлӑ кубанка-ҫӗлӗксем мӗлтлетсе илчӗҫ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Кунта лапчӑнса пӗтнӗ, тутӑхса кайнӑ тимӗр пичкесем, вӗрен сӗрекесенче чӑмӑр кӗленче савӑтсем, бамбук, тетел татӑкӗсем, чӑптасем, крабсен хӗрлӗ хаччисем, кашни туна ҫинчех сухан евӗр хура чӑмӑрккаллӑ тинӗс курӑкӗсем, хуҫӑк кӗсменсем, канатсем, кит-пулӑсен ҫӗрӗшнӗ ҫурӑм шӑммисемпе аяк пӗрчисем, пемза, карап ячӗсене ҫырнӑ хӑмасем тата халиччен те путасран никама хӑтарман пиҫиххисем, кӑтрашка шыв ҫӑлтӑрӗсем, шыв курӑкӗсем хушшинче кая юлнӑ пӑр катӑкӗ пек ирӗлекен медузӑсем, ҫӗрӗшнӗ пир хупӑлчасем — пурте вӗсем вилӗ, нӳрлӗ, тӑвар тӗпренчӗкӗсемпе витӗннӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Такам, питӗ пысӑкскер, йывӑҫӑн кӑтрашка вуллине ытамласа илнӗ те, йывӑррӑн мекӗрленсе, енчен енне чалӑштарать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.