Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пурте ҫапла шутланӑ: Зеб Стумп, яланхи пек, пӑлан, упа е хир кӑрккисене тытма кайнӑ пулӗ тенӗ.Все думали, что Зеб Стумп, как обычно, отправился на охоту за оленем, медведем или дикими индюками.
LXXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тепӗр хут шыв ҫине пӑхсан шыв кӑрккисене курмарӑм: вӗсем мана курнӑ та пытаннӑ.А когда опять посмотрел на воду, поганок там уже не было: увидели меня и скрылись.
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
Вася вара вылякан тилӗсене те, питне тяппипе ҫӑвакан мулкачсене те, ҫунатне сарнӑ хир кӑрккисене те, пӗр вырӑнта чӗтренсе тӑракан хирчӗксене те йӑлт курать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1