Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне ҫак правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнмалла: - кил-ҫуртра е мунчара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене тивӗҫтермен кӑмакасене хӑвӑр тӗллӗн ан лартӑр; - кӑмака ҫинче тата ҫумӗнче ҫунакан хатӗрсене ан тытӑр; - кӑмака хутнӑ чухне хӑвӑрт тивсе илекен шӗвексемпе усӑ ан курӑр; - йывӑҫ ҫуртсем ҫумне сӳнмен кӗлпе кӑмрӑка ан пӑрахӑр; - ҫунакан кӑмакана никамсӑр ан хӑварӑр, ӑна пӑхса тӑма ҫул ҫитмен ачасене ан шанӑр; - кӑмакана ытла хӗртсе ан ярӑр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Кӑмака ҫинчен, кӑмака хыҫӗнчен, кӑмака айӗнчен кӗшӗлтетсе тухма тытӑнчӗҫ тет.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнче — хӗрупраҫсем, вӗсем кунта мӗн пулса иртнине сӑпайлӑн, пӑртак вӑтанарах пӑхса тӑраҫҫӗ; хӗрсен ик айккипе тата кӑмака сакки ҫинче — каччӑсем, вӗсем пӗр вӑхӑтрах туй курма та, хӑйсем хушшинче шут тума та, хӗрсемпе ашкӑнкаласа илме те ӗлкӗреҫҫӗ; сентре ҫинче тата кӑмака хыҫӗнче — пӗве кӗменнисем е пачах вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтан итлемесӗр сарӑлакан урисемпе алӑк патнелле утӑмларӗ, анчах кӑмакаран пырса тӑрӑнчӗ; кӑмака патӗнчен каллех алӑк патне танкӑлтатрӗ, кӗҫех ӑна каллех кӑмака саламларӗ, вара ӑна Лорх хӑйӗн ытамӗнче пилӗк минут тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Пӳлӗм йӗри-тавра хурӑн хуппи карса тунӑ вӑрӑм тенкелсем; тӗпелти кӗтесри турӑшсем айӗнче пысӑк сӗтел; сарлака кӑмака, кӑмака хыҫӗ, юри тунӑ путӑксемпе кӑмака янахӗсем — ҫаксем пурте пирӗн икӗ йӗкӗт такҫанах курнӑ япаласем пулнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Виктор Сергеевичпа комсомолецсем пиллӗкмӗш сехетре кӑнтӑрлахи апат тума кайсан, Эттай нумайччен туса пӗтермен кӑмака тавра ҫӳрерӗ, пӗрре кӑмака ҫӑварне пуҫне чиксе пӑхать, тепре кӑмака алӑкӗсене, конфоркисене уҫа-уҫа хупать.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
49. Азария патне, унпа пӗрле пулнисем патне вара кӑмакана Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аннӑ, 50. вӑл вут-ҫулӑма кӑмакаран кӑларса янӑ, кӑмака варринче вӗрсе тӑракан евӗрлӗ нӳрлӗ ҫил тунӑ, вара вут-ҫулӑм вӗсене пачах та сӗртӗнмен, нимӗнле сиен те кӳмен, вӗсене шиклентермен те.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑрпӑкне чӗртсен, кӑмаки те хусканать тенӗ пек, кӗрлесе ҫунма пуҫларӗ пысӑк кӑмака.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вутту ҫунса пӗтет, кӑмакуна асӑрха, — хӑй, тӗлӗнмелле япала курнӑ евӗр, кӑмака умӗнче ҫутӑ вылянине пӑхса тӑчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Авланӑр-ха хӑвӑр, кӑмака тума вӗренӗр, вӗри кӑмака пек пӗҫертекен инкесене тӗл пулӑр — вара пӗлӗр.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вут-ҫулӑмпа сӳрӗк кӑмӑллӑ тыткаланма чарӑнӑр, кӑмака хутнӑ чухне кӑмака умне хумалли листпа усӑ курӑр, электрооборудование эксплуатациленӗ чухне электрооборудование ытлашши ан тултарӑр, приборсем мӗнле шайра пулнине сӑнаса тӑрӑр.
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... la-3481670
Хӑйӗн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ вӑхӑтра — кун пекки ун сайра-хутра кӑна, пӗр-пӗр интереслӗрех ӗҫ туса пӗтернӗ хыҫҫӑн пулать — вӑл паялниксем хӗртмелли пӗчӗкҫӗ кӑмака патне пырса тӑрать те типсе кушӑрханӑ, мӗн ҫуралнӑранпах хура пек туйӑнакан аллисене кӑмака еннелле тӑсать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кайран, пӳрте кӗрсен, анне мана кӑмака ҫинчен ӑшӑ-ӑшӑ ҫӑматӑ илсе парӗччӗ, чукунпа пӗҫернӗ яшкана кӑмакаран кӑларса, антарса парӗччӗ.
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Анук упӑшкине хывӑнма пулӑшрӗ, пиншакӗпе ҫӗлӗкне йӑрхаха ҫакрӗ, ҫӑпатипе ҫӑм тӑлине кӑмака ҫине хучӗ, ҫӑматӑ илсе пачӗ, Микула кӑмака умне пырса ӑшӑнчӗ те ҫӑпка патне пычӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ахтупай, пур ӗҫе те час хӑнӑхаканскер, кӑмака тума та хӑвӑрт вӗренсе ҫитрӗ, часах вӗсем ялсенче уйрӑммӑн ӗҫлеме пикенчӗҫ: пӗри пӗр килте кӑмака тӑвать, тепри — тепӗр килте.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унтан шухӑшларах тӑчӗ те ӑна каялла кӑларса илсе кӑмака ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хура сӑхман кӗсйине чикрӗ, сӑхманне кӑмака ҫине пӗрене ҫумне чӑмӑртаса хучӗ.Но, пораздумав, вынул обратно, положил в карман кафтана и, свернув его, спрятал на печи.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑмака айӗнче шӑрчӑк чӗриклетет, малти пӳлӗмри стена ҫумӗнчи илемлӗ чан сассиллӗ сехет пиллӗк ҫапрӗ, кӑмака хыҫӗнче ҫывӑракан Павлуш: «Анне! Анне!», — тесе ыйхӑ витӗр чӗнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӑҫта тӗтӗм — унта кӑмака, ӑҫта вара кӑмака — унта яшкаллӑ чӳлмек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Арӑмӗ унӑн кӑмака леш енчи хӗсӗк пӳлӗмре, шӑши пек, пӗр сас-чӳ кӑлармасӑр ларнӑ пулас, упӑшки хушнине илтсенех кӑмака умне кӑштӑртатса тухрӗ, ухват-турчӑкапа тӗрмешме тытӑнчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.