Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Сана аллу е уру илӗртет пулсан, касса ывӑтса яр ӑна: чӑлаххӑн е уксаххӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни хӑвна икӗ аллӑн, икӗ ураллӑн ӗмӗрхи вута пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн; 9. эхер те сана куҫу илӗртет пулсан, кӑларса ывӑтса яр ӑна: чӗрӗлӗхе хӑрах куҫпа кӗни хӑвна икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен авантарах пулӗ саншӑн.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чунпа аташса ҫӳриччен куҫпа курни лайӑхрах.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Йӑваш куҫпа пӑхакана каҫарӗҫ, хапха анинче тӗл пулакан вара чунсене хурлантарать.][Смотрящий кротко помилован будет, а встречающийся в воротах стеснит других.]
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 57. вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 55. вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем; 34. эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑхлантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ.
Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн сӑпайлӑхӗ, ҫын ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхни,кашнинех ӑнланма, пурнӑҫпа творчество ҫулне суйласа илме пулӑшас кӑмӑлӗ такама та килӗшет.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Леня куҫпа виҫейми сарӑлса выртакан анлӑша тинкерсе тавралӑхпа киленетчӗ.
Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ҫав вӑхӑтрах япӑх куракан ҫын куҫпа ҫыхӑнман чир-чӗрпе нушаланма пултарать вӗт.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
- Малтанхи тапхӑртах усал шыҫӑ пуҫаракан меланомӑна ахаль куҫпа пӑхса асӑрхама май ҫук.
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Пирӗн сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ҫынсен ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе нушисем ҫине обществӑра ырӑ куҫпа пӑхассине йӗркене кӗртмелле, вӗсене активлӑ тата тулли пурнӑҫпа пурӑнма мӗнпур май туса памалла.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ҫак проектсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани Чӑваш Енӗн инвестици вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулнине кӑтартать, республикӑра пурӑнакансене малашлӑх ҫине ырӑ куҫпа пӑхма шанӑҫ кӳрет.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945