Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫлӑх the word is in our database.
куҫлӑх (тĕпĕ: куҫлӑх) more information about the word form can be found here.
Кунтах ятарлӑ шлем тата куҫлӑх тӑхӑнса виртуаллӑ чӑнлӑха та лекме пултаратӑн.

Help to translate

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Комиссар? — тесе куҫлӑх витӗр куҫне хӗссе пӑхрӗ вилнӗ салтак ҫине офицер.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ кирлине ҫеҫ вулӑп, — куҫлӑх ҫийӗн пӑхрӗҫ ват хуҫан хӑмӑр куҫӗсем.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнтанах куҫлӑх тупса, ӑна питшӑлли вӗҫӗпе шӑлкаласа тӑхӑнчӗ те, виҫ кӗтеслӗ ҫырӑва уҫса, аула пуҫларӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн, ҫавӑн чухне шӑпах, кӗсьере икӗ куҫлӑх, пӗри — хамӑн, тепри — Михаил Степановичӑн.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Каллех куҫлӑх тӗрӗслет пуль ӗнтӗ, шутлатӑп хам.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унтан ҫав алӑсемех кӗсье патне туртӑнчӗҫ, куҫлӑх шырарӗ унта…

Help to translate

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Пуҫлӑх, хутсене тимлӗ вуланӑ пек туса куҫлӑх ҫийӗн кабинет варринче хытса тӑнӑ пӑлхавҫа сӑнарӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Парторг куҫлӑх витӗр «пӗлтерӗве» тинкерчӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Коридор тӑрӑх куҫлӑх тӑхӑннӑ лутрарах ҫын ерипен кӑна утса пырать.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сцена ҫине ҫурма ҫара тухакан, «ҫурӑк чан» сассипе юрлакан, хӑй ҫине темӗн те пӗр ҫакакан, тӗлли-паллисӗр хуҫкаланакан, хура куҫлӑх е маска тӑхӑнакан…

Help to translate

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Потапов, хулӑн туталлӑ чипер арҫын, яланхи пекех хура куҫлӑх тӑхӑннӑ, Мерчен Мишши уринче — сакӑрвунӑ тенкӗ тӑракан кивӗрех пушмак.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Укҫа-тенкӗрен ун чух эп хӗсӗкрехчӗ те ирӗксӗрех кӗрен куҫлӑх тӑхӑнма тиврӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ну, сӑрланӑ вара эс ку япалана, кӗрен куҫлӑх тӑхӑнсах сӑрланӑ! — тиркешрӗ Сулагаев пӗр кунхине Таранов хваттерне пырса кӗрсен.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн-и е унтан малтантарах-и — хӑҫан пуҫланнине Таранов хӑй те лайӑххӑн, уҫӑмлӑн пӗлмест — мӗн те пулин ҫырасси ҫинчен шухӑшланӑ чух е мӗн те пулин ҫырма ларсан кирек хӑҫан та ӑнланмалла мар пӑтӑрмах сиксе тухать: унӑн куҫӗ умӗнче ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ Саркай мӗкӗлтетме тытӑнать, чӗрине шиклӗ туйӑм йӗпле-йӗпле илет, вара шухӑш йӗрки сисӗнмесӗрех урӑх еннелле пӑрӑнать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Статья ячӗ — «Хура куҫлӑх тӑхӑннисем», авторӗ — Саркай.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Каллех пирӗн пурнӑҫа элеклеме хӑтланать хисеплӗ Таранов юлташ, каллех. Унӑн директорӗ ытла та хура, унӑн председателӗ ытла та тӗксӗм. Ҫавнашкал пуҫлӑхсене хура куҫлӑх тӑхӑннӑ писатель кӑна шухӑшласа кӑларма пултарать. Чӑннипе вара совет ҫӗршывӗнче Таранов сӑнарласа кӑтартнӑ пек тӑрлавсӑр председательсем ҫук, ун пеккисене пирӗн хушӑра кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн».

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эсир вырӑс мар халӑх ҫине, — ҫамрӑкки ҫине пӑхрӗ вӑл, — куҫлӑх кӑшӑлӗ урлӑ пӑхатӑр пулмалла.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫынсене хура-шурӑ сӑрӑпа кӑна сӑрлани те, кӗрен куҫлӑх витӗр курни те ҫук унӑн сисӗнкӗ, ултавсӑр калавӗсемпе повеҫӗсенче.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пӗр хӑман турат куҫӗ тухса ӳкнӗ те куҫлӑх пек шӑтӑк пулса юлнӑ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed