Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Михал Петрович, инкек куҫа курӑнса килмест тесе ахаль каламан ваттисем, — ассӑн сывласа пуҫарчӗ вӑл сӑмахне.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ял ҫине йӑвантарса ман куҫа сӗрме ан хӑтлан.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куҫа хупса илнӗ ҫӗре аллӑ тенкӗ ӗҫлесе илчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Аннӳ мӗн калӗ-ха? — куҫа хӗсетӗп эпӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Стенасемпе мачча ҫинчи хӑрӑм, юри якатса сӑрланӑ тейӗн, кӑмрӑк тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Миккуль тете мана тӗккелесе вӑратнипе ҫеҫ куҫа уҫрӑм.
Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.
Юмахри асамлӑ илпеклӗ тавралӑх куҫа илӗртет кунта, чуна тыткӑнлать…
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Аслӑ прапорщик, эпӗ куҫа уҫнине курчӗ те, пӗшкӗнсе янаха тытса пӑхрӗ, унталла-кунталла хускатрӗ, Ҫӗрпӳ район каччине Миша Трофимова: «Маттур, Трофим, кирзачпа янахӗнчен виҫеллӗ тапрӑн. Ҫӑварӗ уҫӑлнӑ. Сывлать ҫын. Хытӑрах тапнӑ пулсан янах шӑммине хуҫма та пултарнӑ», — тесе ырларӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Аран-аран куҫа уҫса ятӑм.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Сенкер тӗс куҫа йӑмӑхтарать.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Куҫа уҫса ятӑм пек те — симӗс ҫерем ҫинче тухӑҫ еннелле пӑхса выртатӑп иккен эпӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ҫулӑм хӗррисем шупка, варринче, ҫип йӗри-тавра, хӗрлӗ тӗс куҫа йӑмӑхтарать.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Темскер пуҫа ҫавӑрать, хӗвел ӑшшӑн лӑпкать, симӗс курӑк куҫа кантарать…
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Куҫа уҫрӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Ун ҫине пуҫа кӑшт ҫӗклесенех куҫа йӑмӑхтарса ярать.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Пиҫсе ҫитнӗ ыраш шӑрши сӑмсана кӑтӑклать, ҫул хӗрринчи тӗрлӗ чечек куҫа илӗртет…
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Ӑшӑ сывлӑш хам ҫумрах пулнине сиссе-туйса шиклене-шиклене куҫа уҫрӑм.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Халӗ пыра та, куҫа та малтанхи пек йӳҫӗхтермест.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Ӑна кӑшт уҫсанах сӑмсана, куҫа йӳҫӗ тӗтӗм тӑрӑнчӗ.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Вырма ӗлкӗреймен уйра унта та кунта утмӑлтурат куҫа илӗртет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.