Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кушӑрханӑ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кушӑрханӑ алӑсем ҫепӗҫҫӗн, ӑшшӑн ачашлаҫҫӗ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

«Каҫар, анне, — пӑшӑлтатрӗ Володьӑн типсе кушӑрханӑ тути.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑй тавра хыпаласа пӑхрӗ — алла типсе кушӑрханӑ ҫулҫӑллӑ турат лекрӗ.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ мар, — каччӑ кушӑрханӑ йывӑҫ хуппине хӑйпӑтса илчӗ те шавласа юхакан шыва пӑрахрӗ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сӗтел ҫинче чашӑк, темиҫе кашӑк, типсе кушӑрханӑ ҫур ҫӑкӑр, уҫса хунӑ кӗнеке.

Help to translate

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кирей Элимен йӑм-хӗрлӗ тутине чуптурӗ, вӑл ҫунса тӑнӑран — кушӑрханӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫурхи ҫилпе кӑшт кушӑрханӑ тути хӗррисенче савӑнӑҫлӑ кулӑ вылять хӗрӗн.

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кашни пӗренене эпӗ ҫак алӑсемпе касса ҫӳренӗ, — кушӑрханӑ аллине тӑсса пӳлӗм варринче саркаланчӗ вӑл.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫумӑр нумай вӑхӑт хушши те ҫумарӗ, ҫапах та типсе кушӑрханӑ утта витӗрех йӗпетме ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пенишора ҫилпе кушӑрханӑ тутипе кӗленчери шыва халиччен курман пекех ӗҫме тытӑнчӗ.

Обветренные губы Пенишоры жадно прильнули к горлышку…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун хыҫӗнчен тепри, ҫавӑн пекех ҫара ураллӑ, анчах та ҫамрӑк та кушӑрханӑ сӑн-питлӗ ҫын хуран патне пычӗ.

Следом за ним двинулся другой, тоже босой, но помоложе, с обветренным лицом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чей чашӑкӗсене хӑйсен кушӑрханӑ хура аллисемпе тытатчӗҫ.

Потемневшими пальцами держали они блюдечки с чаем.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

…Эпӗ ак, сан пата нимӗнсӗрех килтӗм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа; унтан амӑшӗн кушӑрханӑ пӗчӗк аллинчен тытрӗ.

А я вот пришел к тебе ни с чем, — сказал он, вздохнув, и взял маленькую загрубевшую руку матери.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйӗн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ вӑхӑтра — кун пекки ун сайра-хутра кӑна, пӗр-пӗр интереслӗрех ӗҫ туса пӗтернӗ хыҫҫӑн пулать — вӑл паялниксем хӗртмелли пӗчӗкҫӗ кӑмака патне пырса тӑрать те типсе кушӑрханӑ, мӗн ҫуралнӑранпах хура пек туйӑнакан аллисене кӑмака еннелле тӑсать.

В редкие минуты хорошего настроения, обычно после окончания какой-либо интересной работы, он подходил к печурке, где нагревались паяльники, и протягивал к огню сухие, точно от рождения черные ладони.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чиперри вӑл, паллах, ун ҫине хӑйса пӑхайми чипер мар: ӳчӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑрханӑ питӗнче чӗкеҫ шатри палӑрать.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл — чухӑн ҫи-пуҫлӑ тӑлӑх хӗр, сивӗ ҫил ҫинче кушӑрханӑ питлӗ, йывӑр ӗҫпе хытнӑ алӑллӑ ҫамрӑк рабочи, аякри ют хулана эвакуаципе килнӗскер…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юратакан чӗре ӗлккен; Вӑл кушӑрханӑ, типнӗ улӑм: Хыпеа илет сасартӑк ҫулӑм, Ӳксессӗн ун ҫине хӗлхем.

Help to translate

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑратаймарӗҫ ҫак илемлӗ туйӑмсем Соньӑн кушӑрханӑ чӗрине.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳлек питне хӑйӗн кушӑрханӑ ал тупанӗсемпе алтӑра чикнӗн хупларӗ, унтан хӗр чавсисемпе хевтесӗррӗн сӗвенсе ларнине курчӗ.

Погрузив спокойное лицо в заскорузлые ладони свои, как в чашу, неизвестный увидел, что девушка прилегла, беспомощно опустившись на локоть.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпир асӑннӑ карчӑк тахҫан вӑл пурӑннӑ хваттер хуҫиччӗ; вӑл хӑех апат илсе килсе паратчӗ; унӑн тахҫанхи хитре, халӗ вара типсе кушӑрханӑ алли турилкке лартнӑ чух чӗтретчӗ, тата вӑл яланах чаплӑн калатчӗ:

Старушка, о которой мы упомянули, была некогда его квартирной хозяйкой; она сама приносила обед; ее когда-то красивая, а теперь сухая рука дрожала, ставя тарелку, и она произносила одни и те же неизменные, торжественные слова:

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed