Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кутне (тĕпĕ: кут) more information about the word form can be found here.
Стервиз: «Ку вӑрман калтине улталаймӑн — сӑмаха еплерех шутарать, мур. Хе, кутне шӑрпӑк кӗменскер, шӗпӗн таран асӑрхаса юлма ӗлкӗрнӗ…»

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла Анук, вырӑн ҫинченех суха патне каяс шухӑшӗпе тӑрсан, витрисене ҫакнӑ кӗвентине хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, лашине ҫавӑтса, ҫӑл кутне кайрӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук юлашкинчен ларас-тӑрас килмен пирки шыв пур ҫӗртенех витрисене йӑтса ҫӑл кутне кайма тухрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫа чикнӗ те пӗрре — йывӑҫ кутне, каҫпа пилӗке ик алӑпа тытса тӳрлетнӗ те — киле.

Help to translate

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Касас йывӑҫ кутне ӑна лайӑх тасатмалла.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастер Хӗлимун тултарса панӑ куркана тытрӗ, юман кутне ҫуррине яхӑн тӑкса, сӑрана майӗпен ӗҫсе ячӗ.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Операци мӗнле иртнине Ванюк ас тумарӗ, ҫывӑрттарса янӑ хыҫҫӑн вӑл темшӗн, тӗлӗкре ӗнтӗ, аманнӑскер, тӗпсӗр ҫӑл куҫ кутне ҫитсе ӳкрӗ.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халь тин ҫӑл кутне пыма ҫӑмӑлрах пулӗ, ҫӑрӑлмӗ.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Витрине ҫӑл кутне пӑрахса хӑварсах ял еннелле чупать.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Якур анатчӗ те ҫӑл кутне чӗреспе тӑп-тулли шыв тултаратчӗ.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑ Йӑван пӗр юман кутне ларса юлчӗ тит пытанса.

Этот Йыван около одного дуба спрятался.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех тӗмӗсем кутне канма выртнӑ хӗрарӑмсем, сӑвӑрсем пек, пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗтлӗхе тухсанах Сухви пӗчӗк лутра ҫӗмӗрт кутне чупса кайрӗ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗр салтакӗ йывӑҫ хыҫне чупса кайса килет, тепӗр салтакӗ тӗмеске кутне кукленет.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ним тума пӗлменнипе пӗр чӑрӑш кутне пӗшкӗнсе лартӑм та йӗрсе ятӑм.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Вилетпӗр эпир кӗҫӗр… — йӗрсе ячӗ хӗрарӑм, йывӑҫ кутне чӗркуҫленнӗскер.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пурте — хуран кутне! — чӗнчӗ Аванкай мучи.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ун кутне ан ҫулла, Савантер.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна асӑрхаса-ши, Шуйтан пире юман кутне хӳтерчӗ те: «Кашнийӗ хӑйне мӗн кирлине калӑр, — тет. — Эсир каланине тума пултарайсан — чунӑр ман кӗсьере пулать. Хам пата тарҫа илсе каятӑп…»

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран сан аҫу вара Укаслу вырӑнне мана хама пӗве кутне пӑрахтӑр тесе-и?

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed