Шырав
Шырав ĕçĕ:
1876 ҫулта Уильям Баун (William Bown) роликсем валли хальхи кустӑрмасен хурмине хатӗрлесе патентленӗ: кустӑрмара 2 подшипник тата тӗнӗл пулнӑ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Экипажсен, тӑван-хурӑнташ, йӑтуҫӑсен, негрсен, китайсен, пассажирсен, комиссионерсемпе ыйткалакансен, япала-тиев сӑрчӗн, кустӑрмасен чӗриклетӗвӗ-кӗмсӗртетӗвӗнче эпӗ пысӑкран та пысӑк васкаманлӑхӑн, юлашки вак-тӗвекӗн хӑйне шанмаслӑх актне, лӑпкӑлӑха куратӑп: кунашкал лару-тӑрура ҫакна аскӑнлӑхпа танлаштарма юрать-тӗр, — паллӑ мар ҫамрӑк хӗр траппа никампа танлашми, тиркевсӗр, ӳкерчӗкле шуса анать; ахӑртнех, пуян мар, анчах вырӑна, ҫынсемпе япаласене пӑхӑнтаракан вӑрттӑнлӑхсемпе питех те селӗм усӑ курать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Сӑвӑшӑн ку ытла та вӑйсӑр, йӑнӑшлӑх та пур, анчах та, Ассунта, паян эпӗ пуйӑспа таврӑнтӑм, ҫавӑн чухне кустӑрмасен тӑнкӑртатӑвӗ мана татӑкӑн-татӑкӑн сӑмахсемпе ҫирӗппӗн евитлерӗ; эпӗ вӗсене кала-кала ас туса юлтӑм.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫын ушкӑнӗсен тӗрлӗ тӗслӗ йӑрӑмӗ, музыка хатӗрӗсен сассисем, кустӑрмасен чӗриклетӗвӗ, тӗвесемпе мулсен кӑшкӑрӑвӗ, ӑнланмалла мар чӗлхепе арпашӑнса калаҫни — ҫаксем мана курма пуҫланӑ ҫынна хӗвел ҫути витӗм кӳнӗн, акӑш-макӑш аптӑратса ячӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Хӗрарӑмсем юрӑ юрланӑ, арҫынсем шӳт тунӑ, пӗр-пӗринпе савӑнӑҫлӑн ятлаҫса илнӗ, матроссем, хӑйсене хӑйсем йӗрке кӳрекенсем вырӑнне картса, ӗҫлекенсем ҫинелле кӑшкӑркаланӑ; каҫма хӑмисем, урасен айӗнче авӑнса, шыв ҫинче йывӑррӑн шаплатса тӑнӑ, ҫыран хӗрринче утсем кӗҫеннӗ, урапасем хӑйӑлтатнӑ, кустӑрмасен айӗнче хӑйӑр чӑкӑртатнӑ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуриншӗн те пӗр евӗрлӗ, тусанлӑ тумтирпе хупланнӑ ырхан кӗлеткесем, шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗркеленчӗк, кушӑхса типнӗ питсем, кустӑрмасен мӗлтлетӗвне, шахтӑсен сӗмлӗхне ӗмӗрӗпе хӑнӑхнӑ хуйхӑллӑ куҫсем, савӑнӑҫпа хӑюлӑхра кӑнттамрах имшер алӑсем, — алӑсем, питсем, кӑвайт хӗлхемӗллӗ куҫсем, — Тӳпе ывӑлӗ еннелле тӑсӑлаҫҫӗ.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Буратино сиксе тӑчӗ те кустӑрмасен йӗрӗсем тӑрӑх вӗҫтерчӗ.
Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Скибан, кустӑрмасен хушшине, тендер айне пытаннӑскер, ӑна тахҫантанпах кӗтет.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Урапа лӑчӑртатса пычӗ, вӑкӑрсем урисене улӑштарса утрӗҫ, кустӑрмасен айӗпе шурӑ тусан чӑштӑртатса юхрӗ.Скрипела арба, разнобоисто шагали быки, из-под колес, шурша, осыпался рыхлый мел.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
«Акӑ шӑпах ҫак пӳлӗмре… стена ҫинче, кустӑрмасен йӗрӗсем те юлнӑ. Эпир шӳтлеме юратман», тет вӑл.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Кустӑрмасен ҫуначӗсем шыва аран-аран илтӗнмелле кӑна ҫапаҫҫӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӑрахут кустӑрмисем ҫумне ҫыпҫӑннӑ шыв тумламӗсем шӑпӑртатса шыва каялла юхаҫҫӗ, кустӑрмасен ҫуначӗсем шыва ҫатлаттара-ҫатлаттара илеҫҫӗ, пӑрахутӑн вӑйлӑ машини пӗр тикӗс ӗҫлет.Журчала вода, забираемая плицами пароходных колес, мерно работала сильная машина.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Йывӑҫ кустӑрмасен хулӑм тукунӗсем хӑйӑр ҫинче чӗриклетме пӑрахрӗҫ.Толстые ободья деревянных колёс перестали скрипеть по песчанику.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чӗрӗк сехет хушши шофере пулӑшнӑ май пуртӑпа сайхахсемпе вӗрлӗксем касрӑмӑр, вӗсене кустӑрмасен айне хурса пытӑмӑр.С четверть часа мы помогали шоферу, рубя топорами слеги и подсовывая их под колеса.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пичӗ тӑрӑх ун куҫҫуль юхрӗ, вӑл, кустӑрмасен хисепне тӗрӗс шутланипе шутламаннинчен мӗн-тӗр пысӑк япала килнӗ пек, васкаса пӑшӑлтатрӗ:
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Груз турттараканни», — ниме тӑман шухӑшпа палӑртрӗ те Сергей, хӑй мӗншӗн тунине пӗлмесӗрех, вӗлтлетсе иртекен кустӑрмасен шутне хисеплеме пуҫларӗ.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хула паркӗнче вылянчӑкрах кӗвӗ ҫӗкленчӗ, ӑна ҫавӑнтах такӑлтӑк кустӑрмасен сасси хупласа, путарса хучӗ.В городском парке взвизгнула игривая мелодия и тут же была раздавлена дробным стуком колес.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Шофер, машинӑ патӗнче хӑяккӑн выртса, кустӑрмасен айӗнчи пылчӑка ывӑтать.Водитель, лежа на боку около машины, еще выбрасывал из-под колес землю.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ореховӑран пуҫласа ҫул тӑршшӗпех вӑл учӗсене ӑсран тухнӑ пек хӑваларӗ, лашисенчен икӗ еннелле шурӑ кӑпӑк сирпӗнсе пычӗ, урапа урӑм-сурӑм шӑлтӑртатнӑ май, кустӑрмасен шӑлӗсем те хутӑшса-пӗрлешсех кайрӗҫ тейӗн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эскалаторӑн ҫемҫе пусмисем ҫине пуссан, мрамор йӑлтӑртатнине курсан, хирӗҫ юхса килекен ҫутӑсене курсан, ҫӗр ӑшӗнчен килекен кустӑрмасен сассине илтсен, Сергей чунӗ савӑннине пытараймарӗ…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
- 1
- 2