Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмасӑр (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Герман Титов космонавт, тӗнче уҫлӑхӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн Валерий Павлович ҫуралнӑ ҫӗршыва килсен, ун музейне те кӗрсе курмасӑр тӳсеймест.

Help to translate

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Курмасӑр!

Help to translate

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ара, хамӑрӑн Андриян Николаев та, чӑваша килсен, Чемее ҫитсе курмасӑр каҫу тумасть.

Help to translate

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Укахви, ним курмасӑр йывӑҫсем хушшипе утса, хӑй сисмесӗрех вӑрманпа калаҫма тытӑнчӗ.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Харпӑр хӑйшӗн пулсан, ҫапла тетпӗр ҫав та, анчах тепӗр ҫын тӗнчине — илемӗпе пуянлӑхне курмасӑр, уямасӑр — тӑвӑл пулса кӗретпӗр те айӑн-ҫийӗн тустаратпӑр, ҫавраҫил пулса ҫавӑратпӑр, ҫиҫӗм пулса ҫунтаратпӑр.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӑна та курмасӑр иртмерӗ вӑл.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Машина кузовӗнчи бетона патьенсӗр, кранпа усӑ курмасӑр, тӳрех опалубкӑна ямалла тӑвасшӑн.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗтӗм бригадӑпа кунӗн-ҫӗрӗн лӑш курмасӑр ӗҫлесен те ӗлкӗрейместӗр! — хӑйӗннех печӗ Пруткин.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Курмасӑр.

Help to translate

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

— Ку картинӑна ниепле те курмасӑр хӑварма юрамасть сирӗн!

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Тепӗр енчен илсен те, ӗне пысӑк выльӑх шутланнӑран, ӑна хӗл каҫарас тесен ҫемьен ҫу каҫипе лӑш курмасӑр ӗҫлемелле.

Help to translate

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Шурӑ пӗсехелли ҫак самантпа усӑ курмасӑр юлма пултараймарӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

2015-мӗш ҫултанпа республикӑра усӑ курмасӑр выртакан 127,9 пин гектар ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-мӗш ҫулччен ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ, анчах та усӑ курмасӑр выртакан 27 пин гектар ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртса хунӑ, ку республикӑри ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ мӗнпур лап-тӑкӑн 3,7 проценчӗ шутланать.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Анук ҫичӗ класс та пӗтереймен-ха, анчах ӑна, йӗркеллӗ вӗренекен, килте те, колхозра та вӑй хурса, лӑш курмасӑр ӗҫлекен хӗр ачана, ашшӗ темӗн те пӗр хурласа каласа хӑртма ӗлкӗрнӗ: «мӗшӗлти», «харампыр», «шампа хырӑм», «бурлак», «ҫӑкӑр хурчӗ» тата ытти те.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Ӗни» вара кӗҫӗнрех ҫулсенчи вӑрҫӑ ачисен (вӗсенчен ытларахӑшӗ нихӑҫан та «атте» тесе каласа курмасӑр ӳсрӗ) «урисем» ҫине те хытах «пусрӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун каҫине лӑш курмасӑр утса йӗнченӗскер, лачкам шыва ӳкнӗскер, вӑл, каллех пӗрер чӗрӗм канса илес тесе, тӑрмаша-тӑрмаша рюкзакне хыврӗ те ҫӗр ҫине лартрӗ, вара ҫумӑр шывӗпе шӳнӗ ҫулҫӑсемпе хупланнӑ нӳрӗ ҫӗр ҫине ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек лӑчӑрӑнса-тӑшӑрӑлса анчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шап-шурӑ ҫеҫкеллӗ ҫуркунне вара, хӗр хуйхине курмасӑр, таврана телей сапалать.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл хӗллехи сивӗ ҫил хаяррӑн вӗрнине сисмесӗр, никама курмасӑр, пӗр тапранмасӑр шухӑша кайса ларать.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed