Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Ҫавна курсассӑн Моисей тӗлӗнсе тӑнӑ; лайӑхрах курасшӑн ҫывӑхарах пырсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа сасси илтӗннӗ: 32. «Эпӗ — аҫусенӗн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри».
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иисуса курсассӑн Ирод питӗ хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ун ҫинчен нумай илтнӗ те Ӑна тахҫантанпах курасшӑн пулнӑ: вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма ӗмӗтленнӗ, 9. вӑл Ӑна темӗн чухлӗ ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те каламан.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ, 3. Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман; 4. вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара Ӑна курасшӑн пулнӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑна: Аннӳпе тӑванусем Сана курасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ.20. И дали знать Ему: Матерь и братья Твои стоят вне, желая видеть Тебя.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Петр вара аслӑ священник картишӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курасшӑн картишне кӗрсе унта тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем каланӑ: Вӗрентекен! эпир Санран хӑват курасшӑн, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалима ҫитсессӗн, вӑл аслӑ Турра парне кӳнӗ, тав тунӑ тата сӑваплӑ вырӑнта тума килӗшӳллӗ ытти ӗҫсене тунӑ; 10. унта кӗрсессӗн, вӑл унти чаплӑлӑхпа илемлӗхрен ҫав тери тӗлӗннӗ, Турӑ Ҫурчӗн ырӑ тирпейлӗхӗнчен тӗлӗннипе, Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗме те кӗрсе курасшӑн пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана, ҫывӑх ҫыннун намӑсне курасшӑн ӑна хӑвӑн ҫиллӳпе хутӑштарнӑ эрех паракана, ӑна ҫапла ӳсӗртекене, хуйхӑ ҫитӗ!
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — манӑн Туррӑм, эпӗ Сана мӗн иртенпех шыратӑп; Сана унччен сӑваплӑ Ҫуртӑнта курнӑ пек, Санӑн хӑватупа Санӑн мухтавлӑхна курасшӑн ҫак шывсӑр типсе-ҫунса выртакан пушӑ ҫӗрте манӑн чунӑм Саншӑн ҫунать, ӳтӗм Саншӑн тӗмсӗлет: 4. Санӑн ырӑлӑху пурӑнӑҫран та хаклӑрах.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ан та халӑха хытарса кала, вӗсем Турӑ патне Ӑна курасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, вӗсен нумайӑшӗн пӗтмелле ан пултӑр; 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] патне ҫывӑхаракан священниксен вара, хӑйсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе ан тӑктӑр тесессӗн, хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.