Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курасшӑн (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Эпӗ унта Зинаида Алексеевна Самарина врач патне ҫитсе курасшӑн.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпӗ Кӗтне тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнсене кайса курасшӑн, — терӗ мана иртнӗ ҫулхи июнь пуҫламӑшӗнче Ярков Геннадий художник.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама Салават Халимов «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси» наци проектне хутшӑнасшӑн тата пулӑшу мерисемпе усӑ курасшӑн.

Чтобы реализовать задуманное, Салават Халимов хочет принять участие в национальном проекте «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» и воспользоваться существующими мерами поддержки.

Пушкӑрт ҫынни 30 ҫул тӑршшӗнче пысӑках мар лавкаран строительство компанине йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... en-3639528

Вырӑссен чаплӑ ученӑйӗ хӑйӗн ӗмӗрӗнче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ радиоприборсем сахал мар тунӑ, вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курасшӑн чунтан тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Вӑл та сана курасшӑн.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эпӗ ӑна курасшӑн.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл урамалла тухрӗ, тин ҫеҫ вӑрҫа тӳссе ирттернӗ яла хӑй куҫӗпе курасшӑн пулчӗ, тен, салтаксем хушшинче пӗр-пӗр удмурта тӗл пулмӑп-и терӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такам ирӗксӗр хӗссе кӑларнӑ пек, аран тухакан хӗвел ял хуйхи-суйхине илтесшӗн те, курасшӑн та мар.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Кулюккан сӑнӗ мӗнле улшӑннине курасшӑн пулчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑксем сана пурте курасшӑн, санпа калаҫасшӑн.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Концертран ытларах ҫынсем вӑрҫӑран килнӗ Макҫӑма курасшӑн.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сире эпӗ тахҫанах курасшӑн пулнӑ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аттепе ку хӗрарӑм эпир килӗшнине курасшӑн.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Ваҫли кумсене тахҫанах курасшӑн, вӗсемпе паллашасшӑн.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, Микула, вӗсем те сана питех курасшӑн.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем те сана курасшӑн ҫунаҫҫӗ те.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ати ырӑ сӑмах калама мар, мана курасшӑн та пулмарӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан никам асӑрхаман чухне укҫине кӑларса курасшӑн аллине йӗм кӗсйине чикрӗ те енчӗкне хыпашласа пӑхрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ Ҫтаппан майлисем те, ӑна хирӗҫлисем те малалла мӗн сиксе тухасса курасшӑн ҫунса ларчӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла, тӗрӗс, эп унта ӑна курасшӑн кайрӑм.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed