Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ева ӑна чаплах хакламасть: Детрей катӑк ӑслӑрах, кӑсӑклах мар ҫын имӗш; ку ҫеҫ те мар — Ева хитрех мар «ухмах» сӑмахпа усӑ курасран тытӑнса юлнине те ӑнланчӗ Джесси.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑнланмалла: хама курасран асӑрханса вӗсем ман ҫумран иртсе каясса кӗтетӗп, чӑн та, тухса тӑрса хам пирки пӗлтерес астару туйӑмӗ те вӑйлӑ, ҫапах теветкеллӗхпе шиклӗхе пӑхмасӑр каллех пӗччен юласса шанатӑп, ҫавӑнпах тӗттӗмелле лапчӑнсах тӗршӗнтӗм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫакӑн чухне вӗсем питӗ сыхланса ӗҫлеҫҫӗ, кам та пулин ан асӑрхатӑр тесе, ялан пӗр енчен тепӗр еннелле ҫавӑрӑнса пӑхаҫҫӗ, пуринчен те пытанса ӗҫлеҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем хӑйсен пуянлӑхне ӑҫта пытарнине кӳршисем курасран хӑраҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ют ҫын курасран турӑ ҫырлахтӑр, хамӑр ҫынсем валли вара тӗрӗс-тӗкел пулччӑр.Чтоб чужой глаз не увидел, храни бог, а для своего чтобы целы были.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ҫук, курман, ӑна курасран та турӑ анчах урӑх ҫынсем курнисем пулнӑ.— Нет, не видал, и сохрани Бог его видеть; но а другие видели.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Анчах каллех «сире эпӗ ку ӗҫре пулӑшаяс ҫук» тенӗ енӗр сӑмахсем илтесрен, Алексей Михайловичӑн кичемленнӗ куҫӗсене курасран хӑрарӑм эпӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Каҫар, ӑнланаймарӑм эп: Аннушка курасран хӑраса ӳкрӗн-и эс?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӑпрӗ те хӗр хапха юли ҫумӗнчен, такам курасран сехӗрленнӗн, килӗ еннелле вӑш-ваш ярӑнтарчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ пӗлеттӗм, пире ҫын пырса курасран эпӗ те шикленеттӗм.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Людмила пире «ҫын пырса курасран» питӗ хӑратчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пуҫне чикрӗ, паллакансенчен кама та пулин курасран хӑрарӗ, мӗншӗн тесен вӗсен хушшинче тӗрлӗ ҫынсем пур.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ытлашши капӑрланасси мана питех те килӗшӳсӗр япала пек, чечен тумланас кӑмӑлӑма ҫынсенчен пытармалла пек туйӑнатчӗ; Володя вара мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланмалла, ку питӗ кирлӗ тесе шутларӗ, эпӗ намӑс курасран хӑй хӑрани ҫинчен пӗр пытармасӑр каларӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче эпӗ Фрейтаг манежӗнче юланутпа ҫӳрекен пӗр тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑма вилес пек юратса пӑрахрӑм, ҫавна пула кашни ытларикунпа эрнекун — вӑл утпа ҫӳренӗ кунсенче — эпӗ ӑна курма кайрӑм, анчах кашни хутрах ҫав хӗрарӑм хама курасран ҫав тери хӑраса, яланах унран аякра тӑма тӑрӑшрӑм, вӑл иртсе каяс ҫӗртен чупа-чупах тартӑм тата вӑл ман ҫинелле пӑхмассерен урӑх енне ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑтӑм, ҫакна пула эпӗ унӑн питне лайӑххӑн курма та пултараймарӑм, вӑл чӑнах та чипер е чипер мар пулнине ку таранччен те пӗлместӗп.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир курасран кӗпипе хупласа тӗрлӗ япаласем тытнӑ Маша час-часах пирӗн ҫывӑхран ирткелерӗ, юлашкинчен алӑк уҫӑлчӗ те пире чей ӗҫме чӗнчӗҫ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем пуринчен ытла ачасем намӑс курасран, мӗнле те пулин килӗшӳсӗр япала туса хурасран хӑраҫҫӗ.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл Монтанелли чӗнсене курасран шикленнӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫынсем, пурте тенӗ пекех, вӑрттӑн е уҫҫӑн хӑйсене унран ӑслӑрах тесе шутланӑшӑнах ухмах; вӗсем кирлӗ мар япаласем ытлашши нумай шухӑшласа кӑлараҫҫӗ; тен, вӗсем ӑна хӑйсем темле суккӑр пулнӑ пирки тӑваҫҫӗ пуль, кашниех, хӑйне ҫынсем хушшинче ҫухатасран хӑраса, хӑйне хӑй курасран хӑраса, ыттисенчен палӑрмалла уйрӑлса тӑма тӑрӑшать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫын-мӗн курасран сыхланкаласа, эпӗ санаторирен тухса шурӑм.Соблюдая меры предосторожности, я незаметно выскользнул из санатории.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Халӗ ӳсӗр индеецсенчен мӑшкӑл курасран ҫеҫ мар, пуҫа ҫиесрен те хӑрамалла.Теперь надо опасаться не только пьяных оскорблений — ее жизнь под страшной угрозой.
LXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Таса турӑ амӑшӗ, намӑс курасран упра мана!
LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.