Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кӗске вӑхӑт ҫак идиллипе киленнӗ хыҫҫӑн атте-аннене аса илтӗм: «Вӗсем ӗнтӗ мана тек кураймӗҫ», — тесе питӗ-питӗ шеллерӗм.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ку чӑтлӑхра ҫын пытаннине ҫивӗч сисӗмлӗ кайӑксем те кураймӗҫ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Анчах чечекӗсем ҫине обязательно куҫлӑхсем тӑхӑнтартмалла, унсӑрӑн, суккӑрскерсем уйӑха та кураймӗҫ…Только вот на цветочки нужно обязательно надеть очёчки, а то сослепу и луны не разглядеть…
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Эпӗ мӗн тусан та вӗсем мана ҫаплах курайман, малашне те кураймӗҫ.— Никогда они меня не любили и не полюбят, что бы я ни делал.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пиртен, сирӗн умра тӑракансенчен, нумайӑшӗ текех хӗвел тухнине кураймӗҫ.Многие из нас, что стоят здесь перед вами, не увидят завтрашнего рассвета.
VIII. Калаҫнипе мӗкӗрни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Акӑ хайхи майлӑ самант ҫитрӗ тетӗп, халӗ ӗнтӗ вӗсем пире, Джимпа иксӗмӗре, часах кураймӗҫ.Вот он, думаю, случай-то, теперь не скоро они нас с Джимом опять увидят!
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Иккӗшӗнчен пӗрин те ҫывӑрасса асра ҫук, ултӑ сехетрен вӗсен уйӑрӑлмалла, тен вӗсем пӗр-пӗрне нихӑҫан та урӑх кураймӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Каллех акӑ пурнӑҫ хӗвел пек ялкӑша пуҫлӗ, ман ывӑлпа мӑнуксем ӑна кураймӗҫ.Опять жизнь солнцем заиграет, а сын и внуки не увидят этого.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӗнтӗ ман туссем тӗнче илемне урӑх нихҫан та кураймӗҫ…
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Тек кураймӗҫ вӗсем тӗнче ҫутине-е!..
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
18. Тӳрӗ ҫынсем, ырӑлӑх пуласса ӗмӗтленсе, тӑвӑррине тӳсӗҫ, усал пурӑннисем вара, тӑвӑррине тӳснӗ пулсан та, ырӑлӑха кураймӗҫ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тӳрӗ ҫын ӗмӗрне те хавшаса ӳкмӗ, ҫылӑхлисем вара ҫӗр ҫинче пурӑнса кураймӗҫ.30. Праведник во веки не поколеблется, нечестивые же не поживут на земле.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫын пуйса пынинчен, унӑн ҫурчӗ чаплӑланса пынинчен ан хӑра: 18. вилсессӗн нимӗн те илеймӗ; чапӗ те ун хыҫҫӑн каяймӗ; 19. пурӑннӑ чухне хӑйне юраса пурӑнсассӑн та, ҫапла пурӑннӑшӑн ӑна ыттисем мухтасассӑн та 20. вӑл пӗрех ашшӗсем патне кайӗ, лешӗсем вара нихӑҫан та ҫутӑ кураймӗҫ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн ывӑлӗсем, ӗрчес пулсассӑн та, хӗҫ айне пулӗҫ; унӑн тӑхӑмӗсем тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе кураймӗҫ.14. Если умножаются сыновья его, то под меч; и потомки его не насытятся хлебом.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1