Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата, кам пӗлес пур, тен ҫак ача-пӑчалла хаваслӑхпа сасӑ тытӑниччен кӑшкӑракан ҫара хырӑмсенчен хӑшӗ те пулин, чаплӑ генералсемпе адмиралсем Нахимовӑн, Корниловӑн, Истоминӑн мухтавлӑхне чыслӑн ӳстерсе пыма мӗн ачаран ӗмӗтленсе ҫитӗннӗ пек, тен вӗсем те ҫак пирӗн геройла кунсен аслӑ традицийӗсене малалла тӑсса пыракан адмиралсем е генералсем пулӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӗнтӗ вилес шухӑш та пуҫран йӑлтах вӗҫсе тухрӗ, пурте хӑйӗн вырӑнне вырнаҫрӗҫ, вӑрҫӑ каллех уншӑн кулленхи кунсен йывӑр ӗҫӗ пулса тӑчӗ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Андрей Васильевич таҫта, темле ҫук ҫӗре тӗллесе пӑхнӑ та кунта, пӳртре мар ҫынла, иртнӗ кунсен лӗш-тӗр ӗшенчӗкне путнӑ.Андрей Васильевич сидел за столом, устремив глаза в невидимую пустоту, весь ушедший в воспоминания.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑн пек алхаснӑ чух вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе пынӑ; хӑш чух пӑтравлӑ кунсен юхӑмӗнчен пачах та ӑнланмалла мар япаласем сиксе тухнӑ: хӗлле Петербургра рабочисем двореца ишӗлтересшӗн, патшана вӗлересшӗн пулни ҫинчен хыпар ҫитрӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку асаилӳре ӗнтӗ хӑрушши те нумай пулнӑ, анчах та ун ҫумне темӗнле илемлӗх, иртнӗ кунсен илемлӗхӗ хутшӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл, ҫакӑнта пурӑнса ирттернӗ икӗ эрнене ӑшӑ кӑмӑлпа аса илсенех, хӑй пӗлнӗ вырӑнсемпе япаласене хавасланса пӑха-пӑха иртрӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫынсем патне ҫемьери паллӑрах кунсен, праҫниксен ячӗпе саламлама кайса килмелле, хӑвӑрпа пӗрле чечек ҫыххи е парне илсе каймалла.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Юлташӑм пурнӑҫ, утса тухарччӗ хӑвӑртрах ҫак пилӗкҫуллӑхпа кунсен вӗҫне пӗрле.Товарищ жизнь, давай быстрей протопаем, протопаем по пятилетке дней остаток.
Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.
Инҫетри пурнӑҫӑн тӑвӑлӗсемпе хумханӑвӗсем ҫинчен те вӑл, усадьбӑри яланхи пек лӑпкӑ кунсен сулхӑнӗнче, сад шухӑшлӑн пӑшӑлтатса кашланӑ май илтӗнекен калавсем тӑрӑх кӑна тӗшмӗртнӗ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӑна яланах малта пурӑнма пуҫламан кунсен тӑвӗсемпе вӑрманӗсем питӗ нумай пек туйӑнатчӗ.Всегда как-то казалось, что впереди еще горы и леса непочатых дней.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл хӑйӗн кӳренӗвӗсем ҫинчен, чӑтса ирттернӗ асапӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — каласса тарӑхмасӑр, ӳкӗнӗҫлӗн кулкаласа, хурлӑхлӑ кунсен тӗксӗм ҫӑмхине сӳтсе пырса, упӑшки хӗненисене аса илсе каласа пачӗ, упӑшки ниме тӑман сӑлтавсемпех мӗн тери хӗненинчен, хӑй ҫав сӑлтавсене сирсе яма пултарайманнинчен хӑй тӗлӗнчӗ…
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Старик чӗтӗрекен сасӑпа авалхи юрра, пусмӑрта пурӑннӑ халӑхӑн юррине, чуралӑхпа пусмӑр вӑхӑчӗсенче, хаяр кунсен тӗттӗмлӗхӗнче куҫҫульсемпе тулнӑ каҫсенче ҫуралнӑ юрра юрларӗ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Ҫурхи кунсен пуҫламӑшӗнче тракторсен ытларах пайӗ районӑн кӑнтӑр пайӗнче ӗҫлет, унтан майӗпенех ҫурҫӗрелле куҫарса пыратпӑр.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпӗ Альбинӑна хӑйӗн кун ҫулӗнчи тӗксӗм кунсен мӗлки унӑн хӗрӗн ҫулӗ ҫине ӳкмелле мар тесе ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.Я старался убедить Альбину в том, что чернота ее дней не должна ложиться тенью на дорогу дочери.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапла ӗнтӗ, тӑпра айне пампассен пуҫламӑшӗнчи малтанхи кунсен историне чиксе хӑварнӑ.В подпочву, таким образом, зарыта история первых времён существования пампасов.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Василиса Прокофьевна унран икӗ утӑмра, — ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ хӑйӗн, сӑнарӗ хаяр, асаплӑ кунсен инкекӗ куҫӗнчех курӑнса тӑрать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Василиса Прокофьевна йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те иртнӗ кунсен пурнӑҫне палӑртакан пер япала та кураймарӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Григорий йӑлӑхтарса ҫитермелле кичеммӗн тӑсӑлакан кунсен шутне-йӗрне те ҫухатрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каллех, атака умӗнхи пекех, тӗнчене ҫутатакан хӗвеле, улӑм урисем патӗнче пытанса юлнӑ юра курчӗ, ҫерҫисем хуторта ҫуркуннехилле чӗриклетсе чӗвӗлтетнине илтрӗ, ҫывхарса ҫитнӗ эреветлӗ ҫурхи кунсен ытла та черченкӗ шӑршине туйрӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурнӑҫ, тӑнӑҫлӑ кунсен ӑшӑх ытамӗнчен тухса, хӗсӗк ҫыраналла вӑркӑнса кӗнӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнтӗ чуна ҫурхи кунсен ӳсӗртсе яракан сӗлкӗшлӗ шӑрши савать, садсем чие йывӑҫҫисен нӳрӗ шӑршипеле сывлаҫҫӗ.Уже манило пьяным ростепельным запахом весны, в садах пахло вишенником.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.