Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшне историри паллӑ кунсен календарӗнче Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче пуҫ хунисене асӑнмалли кун тесе палӑртнӑ.
Унтанпа 33 ҫул иртрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%83%d0% ... 82%d1%80e/
Канмалли кунсен лайӑх иртӗҫ.
27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Кашни ҫыннӑн — тӑтӑшах мар, ахаль-махаль те мар, анчах хӑйне хӑех тата тӗрлӗ кун, лайӑх кунсен хушшинчи питӗ лайӑх кун, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхас килет, ку ҫеҫ те мар, — хӑй тахҫан пулнӑ евӗр ӗренкеленес килет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Карап бортӗнче ӑна малалла мӗнлерех пурӑнаслӑх паллӑ марлӑхпа тата пӗр евӗрлӗхпе тулса ларнӑ кунсен ытарлӑ ылмашӑвӗ пек е вилӗме ӳсен-тӑранла кӗтнӗ евӗр туйӑнатчӗ, ҫак туйӑм тепӗр чухне йывӑр тунсӑх капламӗпе ылмашӑнатчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Давенант сыватмӑшра хӑрушлӑх иртсен те темиҫе кун сипленчӗ; вӑл вӑйсӑр, сахал хускалать, кунсен пысӑк пайне выртса ирттерет, хӑйне Галеран е Футроз шыраса тупаймӗҫ-ши тесе сӗмленет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ку — кивӗ, лайӑх вӑйӑ; ӑна ҫуррине ҫитсен пӑрахма юрамасть, тата кунсем карт мар; вӗсен, манӑн ҫакӑнта пӗтекен хаклӑ кунсен, виле ӳчӗсен умӗнче тупа тӑватӑп: татӑлса ывӑтӑннӑ икӗ вӗҫе туртса ҫыхатӑп, ҫав тери хытӑ, аллӑм сурса ыратма пуҫличчен хытӑ туртса ҫыхатӑп, ҫав тӗвӗре санӑн мӑйу хӑрӑлтатӗ!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӑмӑлне хирӗҫлесех, пуҫ ҫаврӑнмалла хӑвӑртлӑхпа, аса илӳ ӑна каялла — хыҫа юлнӑ вӑхӑта — тытса ывӑтрӗ; хӑй вӑхӑтӗнчи вӗтӗр-шакӑр япаласен, пулӑмсен шутсӑр йышлӑ ушкӑнӗ чӑл-пар саланчӗ, халхав вӑхӑтӗнче салтаксем горнҫӑ какӑрне илтсе хӑйсен вырӑнне шанчӑклӑн ыткӑна-ыткӑна пухӑннӑн — иртнӗ кунсен ярӑмӗнче хӑйӗн вырӑнне йышӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унта эпӗ тӗнчен паянхи пысӑкран та пысӑк ӗҫӗсем, ӑслайсем, пирӗн кунсен улӑпла кӗрешӗвӗ ҫинчен каласа пама пуҫларӑм, калавӑм ҫак ҫынсене акӑш-макӑш тӗлӗнтерессе малтанах туйса тӑтӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Аян халхавпа кӗрешет, шухӑшӗсен пӗр сасӑллӑ капламӗ ӑна тертлӗ тимлӗхре тытать, юлашки кунсен ӳкерчӗкӗсем, тӗлӗк татӑкӗсем пек чарусӑрскерсем, сывлӑшӑн хура стенинче пӑтранаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑрапа 80 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра эпир хамӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаяр кунсен юхӑмне лекнӗнех туйса илтӗмӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Люба нумай пулмасть Тарас патне тем вӑрӑмӑш савӑнӑҫлӑ ҫыру ҫырса янӑччӗ, хӑй ӑна юратнине, хай ун ҫине шаннине пӗлтернӗччӗ, вӑл ӑна ашшӗпе курӑнӑҫма тархасланӑ, малашне пӗрле пурӑнмалли кунсен планне эрешлесе ҫырнӑ, вӗсен ашшӗ, ӑслӑ пуҫлӑскер, пурне те ӑнланма пултарни ҫинчен ӗнентернӗ, ашшӗн пӗчченлӗхӗ ҫинчен каланӑ, ашшӗн пурнӑҫри тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ ҫинчен савӑнса хыпарланӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӗрӗ ҫине пӑхни тивӗҫлех мар пирки ӳпкелешнӗ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак тӗлпулу унра лӑпкӑ, ырӑ туйӑм ҫуратнӑ, ача чухнехи кунсене аса илтернӗ, — халӗ вӗсем унӑн асӗнче, пӗчӗкҫеҫҫӗ йӑваш хӑй ҫути пек, иртнӗ кунсен инҫетӗнчен шиклевлӗн вӗлтлетсе килсе йӑлтӑртатнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӑл хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи тивлетлӗ шӑршине ҫухатман, вара, асаилӳ ӑна пӑртакҫӑ тӗкӗнсенех… этем ҫине ирхи кунсен… чӗрлӗх паракан уҫӑ ҫилӗ вӗрме тытӑнать…
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тӑватӑ сехет кӑтартать, халь июлӗн юлашки кунӗ е августӑн пӗрремӗшӗ пулнӑ пирки, — икӗ эрне каярах вӑл кунсен шутне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халӗ мӗнле кун иккенне тӗплӗнех каласа параймасть — вӑл ҫак вӑхӑтра хӗвел яланах ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче пулнине пӗлнӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пурте халичченхисемех, анчах пурте пӗчӗкленнӗ, лутраланнӑ, хама хам вара ӳснӗ, йывӑрланнӑ, япӑхланнӑ пек туйрӑм; кил-ҫурт ҫапах мана, ҫакнашкал путсӗре, хӑйӗн ытамне савӑнсах йышӑнать; урай хӑмисем, чӳречесем, пусма картлашкисем, пур сас-хурапа хусканусем те ман куҫ умне таврӑнми иртнӗ телейлӗ кунсен пиншер сӑнарӗсене, туйӑмӗсене, ӗҫӗсене кӑларса тӑратаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ, ҫав хурлӑхлӑ вӑхӑтсенче — пурнӑҫри ултавпа аскӑнлӑхӑн влаҫне чун шарламасӑр пӑхӑннӑ чухне — кӗтмен ҫӗртен кирек мӗнле суяна та хирӗҫ хӑюллӑн тӑрса, иртнӗ кунсене хаяррӑн питлекенскер, хальхи кунсен уҫӑмлӑ ӗлкине кӑтартса, ӑна юратма хистекенскер тата малашнехи пурнӑҫра ырлӑхпа телей пуласса шантараканскер, — ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ!
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иртнӗ пурнӑҫ асаилӗвӗсен ҫаврӑмӗ мӗн тери тӗксӗмрех курӑнать, хальхи кунсен ҫутӑ та таса ӗлки ҫавӑн чухлӗ уҫӑмлӑрах тухса тарать, малашлӑхӑн илӗртӳллӗ тӗсӗсем те ҫавӑн чухлех ӳсеҫҫӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иртнӗ кунсен ҫути, ваттисен сӑмахне пӑхӑнмасӑр, куҫа шартарса пуҫа ҫӗмӗрет, пурте вара таҫта тӑватӑ ҫул ӗлӗкрех мар, пӗтӗмпе те ӗнер, виҫӗмкун пулса пынӑн туйӑнса каять…
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫапла вара ӗне витин тӑвӑр стенисем хушшинче вӑл 1943 ҫулӑн февраль уйӑхӗнчен пуҫласа 1944 ҫулӑн февраль уйӑхне ҫити кӗрхи кунсен сулхӑнне, ҫан-ҫурӑма витекен ҫурхи нӳрлӗ ҫанталӑка, хӗллехи сивӗсене чӑтса ирттернӗ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Шуратнӑ пӗчӗк пӳртре вырнаҫнӑ атӑ ӑстаҫи хваттерне кӗрсе, нумай ҫӳренипе чалӑшса кайнӑ, илемлӗ туфлине сумкинчен кӑларса тӗрлӗ сӑран татӑкӗсемпе купаланӑ верстак ҫине лартнӑ, пӳртре никам та ҫуккине пӗлсен, тӗреклӗ старикӗн сарлака кӑкӑрӗ ҫине пуҫне тайса, йӗрӗнсе ирттернӗ кунсен ҫиллеслӗ куҫҫулӗпе йӗрсе чунне йӑпатнӑ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.