Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫавӑн пек шутлассине кукамай, вӑл турӑ амӑшӗпе Премудрая Васелиса ҫинчен каласа кӑтартнисем, кӗпе ҫӑвакан телейсӗр хӗрарӑм Натали тата хӗрарӑмсем куҫпа пӑхса йӑл кулнисене хам темиҫе ҫӗр хут, пин хут та курни ҫирӗплетсе хуратчӗ, — хӗрарӑмсем, пурӑнӑҫӑн амӑшӗсем, ҫавӑн пек пӑхса йӑл кулнипе савӑнӑҫ тӗлӗшӗнчен, юрату тӗлӗшӗнчен чухӑн пурӑнӑҫа илемлетеҫҫӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ, аяккалла кайса пыракан хӗре хыҫалтан пӑхнӑ май, хамӑн ҫамрӑк чухнехи вӑхӑта, хам ҫав териех вӗҫесшӗн пулнине, хамран атте «санӑн ҫурт тӑрринчен кӑна вӗҫмелле» тесе тӑрӑхласа кулнисене аса илтӗм.
Фрося штурман // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Тата тӑватӑ уйӑх асапланмалла, ҫынсенчен вӑрттӑн тӗл пулмалла, шанчӑксӑр ҫынсене, вӗсем кулнисене чӑтмалла!» — шухӑшларӗ Обломов, Ильинскисен картлашки тӑрӑх хӑпарнӑ май.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1