Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне ирех Анук пештӗре ҫӗрулми кукӑлӗпе ҫур ҫӑкӑр чиксе хатӗрлерӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Иҫӗм ҫырли кукӑлӗпе ӗҫтерӗп.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мӗнлерех хаплаттарса хутӑн эсӗ ҫарӑк кукӑлӗпе эрехе.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Уяв кунӗсенче те, вырӑссен авалхи йӑли тӑрӑх, пӗтӗм халӑх ҫӑкӑр-тӑварпа, хуратул кукӑлӗпе тата симӗс эрехпе хӑналаннӑ вӑхӑтра та, — ҫӑвӑн пек кунсенче те Стёпушка кӑларса лартнӑ сӗтелсемпе пичкесем патне пыман, никам умӗнче те пуҫ тайман, улпут аллине чуптуман, приказчикӑн мӑнтӑр та ҫуллӑ алла тултарса панӑ стаканран улпут пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра тата унӑн сывлӑхӗшӗн пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе яман; тен, пӗр-пӗр ҫемҫе чун мӗскӗне, иртсе пынӑ май, хӑй ҫисе ярайман кукӑль татӑкне парса хӑварнӑ пуль.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Ашшӗ ӑна текех ҫӗмӗрт кукӑлӗпе питех хӑналамасть пулин те, Надежда Петровна алӑк патӗнче ытлашшиех хытӑ чуптумасть пулин те, ҫапах ашшӗн ҫӑкӑрӗ — Таня ӑна чӗлхе ҫине хурсах тутанса пӑхрӗ — халӗ ӑна урӑх тутӑллӑ пек туйӑнать.
XVI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Нивушлӗ ҫӗмӗрт кукӑлӗпе улталама пулать мана?»
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пысӑк ҫынсем хӑйсен туй кукӑлӗпе яланах ҫапла туса хӑтланаҫҫӗ, анчах ку пирӗн юлашки кукӑль пулать…Так делают большие со свадебным пирогом, но для нас это будет…
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӑмӑла каяканни вара кӑмпа кукӑлӗпе «Наполеон» торт иккен.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
- 1