Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

крепӑҫсене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Картлашка-мӗн пулмасан, е алра вӗҫне ҫекӗл ҫыхнӑ вӗрен пулмасан, ҫак ҫанталӑк вӑйӗсемпе тӗрекленсе ларнӑ крепӑҫсене ҫӗнтерсе илме те йывӑр пулӗччӗ.

Это естественное укрепление было бы трудно одолеть без лестницы или верёвок с крюками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпир вӑл Сибирьти крепӑҫсене салатса тӑкни ҫинчен хыпар илтӗмӗр.

Мы узнали о разорении сибирских крепостей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл Швабрин енне ҫаврӑнчӗ те мана хӑй аллинчи мӗнпур заставӑсемпе крепӑҫсене кӗмелли пропуск пама хушрӗ.

Тут он оборотился к Швабрину и велел выдать мне пропуск во все заставы и крепости, подвластные ему.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗҫсем ҫавӑн пек килсе тухнинчен тӗлӗнмесӗр тӑма пултараймарӑм эпӗ: пӗр ҫапкаланчӑка хамӑн ача чухнехи тӑлӑпа пани мӑйкӑҫран ҫӑлса хӑварчӗ, постоялӑй дворсенче ҫапкаланса ҫӳрекен ӳсӗр ҫын халӗ ӗнтӗ крепӑҫсене тытса илсе государствӑна кисрентерет.

Я не мог не подивиться странному сцеплению обстоятельств: детский тулуп, подаренный бродяге, избавлял меня от петли, и пьяница, шатавшийся по постоялым дворам, осаждал крепости и потрясал государством!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Тӑшман нумай крепӑҫсене тытса илнӗ, теҫҫӗ.

— А слышно, злодей завладел уж многими крепостями.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Комендант, пӗтӗмпех лайӑхрах тӗпчесе пӗлес шутпа, уряднике кӳршӗри ялсемпе крепӑҫсене кӑларса ярать.

Комендант послал урядника с поручением разведать хорошенько обо всем по соседним селениям и крепостям.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Крепӑҫсене майлӑ тесе палӑртса суйласа илнӗ вырӑнсенче тунӑ, вӗсенче пурӑнма пуринчен ытларах Яик улӑхӗсемпе ӗлӗкренпех усӑ курнӑ казаксене вырнаҫтарнӑ.

Крепости выстроены были в местах, признанных удобными, заселены по большей части казаками, давнишними обладателями яицких берегов.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed