Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр ҫинче козака хӑратма пултаракан вӑй пур пулӗ тесе шутлатӑр пулӗ!
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӗмӗтсӗрленни козака ырӑ япала патне илсе пымарӗ: унӑн хӑватлӑ пуҫӗ ыткӑнса кайрӗ, пуҫсӑр юлнӑ кӳлепи вара таҫта аякка юн сирпӗтсе ҫӗрелле йӑванчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Боярсен паттӑрлӑхне нумай кӑтартрӗ: икӗ запорожеца ҫурмаран касса вакларӗ, маттур казака, Федор Коржа, лаши-мӗнӗпех ҫӗре ыткӑнтарчӗ, лашине пӑшалпа печӗ, козака вӑрӑм-сӑнӑпа чиксе пӑрахрӗ; нумайӑшӗнне пуҫӗсемпе аллисене касса сирпӗтрӗ, Кобитӑна тӑнлавран пӗрсе ҫӗре йӑвантарчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тата тепӗр наказ: шинкарьжид таврашӗнчен кам та пулин козака пӗр кружка путсӗр эрех сутас пулсан, эпӗ вӑл йытӑ ҫамки ҫине сысна хӑлхи пӑталаса лартӑп, унтан пуҫхӗрлӗ ҫакса хурӑп!
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хӗрӗ хӑй те ҫав тери илемлӗ те ҫамрӑк, паттӑр козака курсан тӗлӗнсе кайрӗ пулас.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунта козака тӗрӗслемелли нимӗнле наука та пулман пулин те, вӗсем ытти ҫамрӑксем хушшинче хӑйсен маттурлӑхӗпе тата пур ӗҫре те телейлӗ пулнипе палӑрма та ӗлкӗрчӗҫ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах козака уҫӑ сывлӑшра, ирӗк ҫӗрте, ҫӗр ҫинче ҫывӑрма меллӗрех; мамӑк минтерпе тӳшек кирлӗ мар ӑна: пуҫ айне тин ҫеҫ типсе ҫитнӗ утӑ хурать те вӑл курӑк ҫине тӑсӑлса выртать…
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1